Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ТИРПЕЙ-ИЛЕМ ЫЙТĂВĔПЕ

УРАМСЕНЧЕ тирпей-илем тăвас, çул хĕрринчи курăксене çулас, йăлара усă курнă хыççăн юлакан каяшсене утилизацилес тĕлĕшпе ял поселенийĕсем мĕнле ĕçлеççĕ-ха? Çакна тĕплĕнрех пĕлес тата çитменлĕхсене пĕтерме пулăшас тĕллевпе район администрацийĕ вырăна тухса семинар ирттерчĕ. Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем эрне хушшинче кашни ялтах пулса кам мĕнле ĕçленине хăйсен куçĕсемпе курчĕç, чылайăшĕн пичĕсем хĕрелме те тиврĕ. Район пуçлăхĕ В.П.Фадеев ял хуçисен тата депутатсен тирпей-илемшĕн яваплăха çирĕп туймаллине, урамри çула юсас, çỹп-çап хумалли контейнерсем вырнаçтарас тĕлĕшпе васкавлăрах ĕçлемеллине палăртрĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
02 августа 2008
00:00
Поделиться