Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ПРИВИВКĂСЕМ ИР-ЧĔРТЕН ХỸТĔЛЕНМЕ ПУЛĂШАÇÇĔ

2007 ÇУЛХИ сентябрĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи патшалăх тĕп санитари врачĕ "Приоритетлă "Сывлăх" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн 2008 çулта Чăваш Республикинче пурăнакансене иммунизацилесси çинчен" йышăну кăларнăччĕ. Çак йышăну пирĕн районта мĕнле пурнăçланать-ха? Ку ыйтăва Шăмăршă районĕн эпидемие хирĕç кĕрешекен тата санитари комиссийĕн иртнĕ тунти кун пулнă ларăвĕнче пăхса тухрĕç, ĕçри хăш-пĕр ỹсĕмсемпе пĕрлех çитменлĕхсене те палăртса хăварчĕç. "Приоритетлă "Сывлăх" наци проектне пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе районта организациллĕ тата практикăллă мероприятисем ирттернĕ, çынсене çивĕч вируслă В гепатитпа, хĕрлĕ шатрапа, гриппа чирлесрен сыхлас тĕллевпе прививкăсем тунă", _ пĕлтерчĕ район больницин тĕп врачĕ О.И.Львов. 2006 çулта В гепатита хирĕç 1746 ачапа çамрăка тата çитĕннĕ çынна (100 процент) вакцинаци тунă. 2007 çулта пĕрремĕш вакцинацие 1514 çынна (97,6 процент), иккĕмĕш вакцинацие 1009 çынна (65,1 процент), виççĕмĕш вакцинацие 28 çынна (1,8 процент) явăçтарнă. В гепатита хирĕç иммунизаци тумалли план пурнăçланманни вакцина пулманнипе çыхăннă. Кăçалхи ултă уйăхра пĕрремĕш прививкăна 1585 çынна (102 процент), иккĕмĕшне _ 1537 çынна (99,1 процент), виççĕмĕш прививкăна 1534 çынна (98,9 процент) тунă. Халăха хушма иммунизаци туни çивĕч В гепатитпа чирлессине чакарма май панă. Кăçал районта çак чирпе чирленине тупса палăртман. 2007 çулта, приоритетлă наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, хĕрлĕ шатрана хирĕç 928 ачана (100 процент), 18-25 çулсенчи 800 хĕрпе хĕр арăма (100 процент) прививка тунă. Хушма иммунизацин витĕмĕ пысăк: юлашки çулсенче районта хĕрлĕ шатрапа никам та чирлемен. 2007-2008 çулсенчи эпидеми сезонĕ вăхăтĕнче районти 2300 çынна _ сывлăх тата пĕлỹ учрежденийĕсенче ĕçлекенсене, 60 çултан аслăрах çынсене, ача садне çỹрекен ачасене, 1-4 классенче вĕренекенсене _ грипа хирĕç вакцинаци тунă. Çакă савăнтарать: юлашки çулсенче районта гриппа чирлекенсен хисепĕ пысăк мар. Наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, 2008 çулта районти 4740 çынна, çав шутра грипа хирĕç 2450 çынна, вируслă В гепатита хирĕç 36-55 çулсенчи 2110 çынна, хĕрлĕ шатрана хирĕç 40 çынна, полиомиелита хирĕç 140 çынна хушма иммунизаци тумалла. Вируслă В гепатита хирĕç пĕрремĕшпе иккĕмĕш вакцинаци тума 1210 доза вакцина кỹрсе килнĕ. Январь-июнь уйăхĕсенче вируслă В гепатита хирĕç 608 çынна (28,8 процент) пĕрремĕш вакцинаци тунă. Районта хĕрлĕ шатрана хирĕç вакцинаци тăвас ĕç йĕркеллĕ вĕçленнĕ. Районти сывлăхпа профилактика учрежденийĕсене пурне те холодильниксемпе тата термоконтейнерсемпе тивĕçтернĕ, медицина ĕçченĕсемпе хушма иммунизаци ыйтăвĕсемпе вĕрентỹ йĕркеленĕ. Комисси ларăвĕнче çитменлĕхсене те палăртса хăварчĕç. Иммунобиологи препарачĕсене упранă чух санитари правилисене çирĕп пăхăнмаллине, отчет документацине вăхăтра çырмаллине, процедура сĕтелĕсем çителĕксĕррине тата ытти туса çитермен ĕçсене палăртрĕç. "Халăха иммунизаци тунă чух санитарипе эпидемиологи требованийĕсене пурнăçламан яваплă çынсене административлă ответ тыттармалла", _ тенĕ комисси йышăнăвĕнче. Çирĕп мерăсем йышăнни "Сывлăх" наци проектне пурнăçлама пулăшасса шанаççĕ комисси членĕсем. Çавăн пекех иммунизаци задачисемпе тĕллевĕсем пирки район хаçатĕнче те ытларах çырмаллине палăртрĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
02 августа 2008
00:00
Поделиться