Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ПИРУС ТĔТĔМĔПЕ ХĂВĂРА АН СИЕНЛĔР

 ТАБАК туртни сывлăха кунран-кун, уйăхран-уйăх, çулран çул сиенлесе пырать. Сигарет тĕтĕмне сăвăрмассерен организма 40 ытла сиенлĕ вещество кĕрет. Никотин, кỹкĕрт водорочĕ, уксуспа кăткă кислотисем, этилен, изопрен, сĕрĕм газĕ, тĕрлĕ сăмаласем, радиактивлă полоний, ытти веществосем шыçă чирĕсен пуçаруçисем пулса тăма пултараççĕ. Ỹпкене тата юна лексе вĕсем сывлăха хавшатаççĕ. Уйрăмах сăмала веществисем сиенлĕ. Никотин вара _ чи сиенлĕ наркăмăшсенчен пĕри. Тĕпчевсем кăтартса панă тăрăх, никотин дозин тăваттăмĕш пайĕ 7 çеккунтранах пуç мими патне çитет. Никотин пур органсене те сиенлесе тăрать, чи малтан _ тĕп нервăсен системине. Ăна пула юн тымарĕсем пĕрĕнеççĕ, çав шутра пуç мимипе, чĕрепе, пỹресемпе çыхăннисем те. Сигарет туртнă май, çыннăн пуç мимин тулаш сийĕ пăлханса-хумханса каять. Кайран вара хавхалануллă-çĕкленỹллĕ кăмăл хирĕçле эффектпа ылмашăнать. Малтанхи лайăх пулăма каялла тавăрас тесе çын каллех пирус хыпать... Пирус туртакан çыннăн тип пырĕ (бронхи) пăсăлать, лăймакаллă сий тăртанса хĕрелет. Йывăррăн сывласси, час-часах ỹсĕресси тата вăраха кайнă бронхит табак туртаканăн яланхи "юлташĕсем" пулса тăраççĕ. Пируспа туслашнă çыннăн чĕрин таппин ритмĕ пăсăлать, ыйхă канăçлăхĕ çухалать, вар-хырăм пăсăлас хăрушлăх ỹсет. Çаксем пурте ĕçлес-шухăшлас пултарулăха чакараççĕ. Туртакансем чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе те ытларах чирлеççĕ. 45 çултан аслăрах арçынсен виççĕмĕш пайĕн чир-чирĕсем шăпах пирус туртнипе çыхăннă. Пируспа туслашман çынсемпе танлаштарсан, 40-49 çулти сигарет туртакансем хушшинчи çын вилесси 3 хут пысăкрах, 60-65 çултисем хушшинче _ 19 хут. Çапла вара, пируспа туслашнă çынсене тарăннăн шутласа пăхма сĕнес килет: туртмалла е туртмалла мар? Паллах, алла сигарет тытманни нумай хут лайăхрах!



"Шăмăршă хыпарĕ"
02 августа 2008
00:00
Поделиться