Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ХУШАССА ÇЕÇ КĔТМЕЛЛЕ-ШИ?

ТИРПЕЙЛĔ çĕрте пурăнма та кăмăллă. Çакна район пуçлăхĕ В.П.Фадеев кашни канашлурах аса илтерет. Урамра, ял тулашĕнче, çул хĕрринче тирпей-илем тума тăрăшман ертỹçĕсене ятран асăнать. Шел те, ытла та хытă хăлхаллă пулса кайрăмăр пулмалла эпир, канашлуран тухсанах унта мĕн калаçнине, хамăра мĕншĕн ятланине манса каятпăр. Урамра ăпăр-тапăр, кашта е хăма мĕнле выртнă, çаплах выртаççĕ, çул хĕрринчи хыт-хурана çулма вăхăт çук, ишĕлнĕ хỹмене тăратса çапма алă çитмест... Масар çине кайса пăхар-ха тата: çỹллĕ ỹснĕ курăк ăшĕнче хĕрессем те курăнмаççĕ вĕт! Армак-чармак йывăçсем те çил-тăвăллă çанталăкра хуçăлса анас хăрушлăх пур. Камăн çулмалла-ха курăка, йывăçсене камăн касса тирпейлемелле-ха? Паллах, çак ĕçсене ял поселенийĕн пуçлăхĕн йĕркелемелле, депутатсене, культработниксене, учительсене, ял халăхне явăçтарса хамăр пурăнакан вырăнта тирпей-илем тумалла. Юлашки çулсенче кашни ялтах старостăсем суйларăмăр. Алла чĕре çумне хурса калар-ха: районта чăннипех те тăрăшса ĕçлекен старостăсене шутласа тухма пĕр алăри пỹрнесем те çитмеççĕ-и? Укçа тỹлемеççĕ тесе, чылайăшĕ нимĕн те тумасть, çынпа хирĕçмест, ялти çитменлĕхсене асăрхамасть. Çакнах вырăнти хăш-пĕр депутатсем пирки те калама пулать. Нивушлĕ ялта йĕрке çуккишĕн, вĕлтĕренпе эрĕм ăшне путнишĕн, пушă пахчасенче хыт-хура çеç ашкăрса ỹснишĕн чун ыратмасть-ши? Çак статьяра манăн ял пухăвĕсене ытла та сахал ирттерни çинчен те каласа хăварас килет. Сỹтсе явмалли ыйтусем çук мар, ялта тирпей-илем тăвасси те _ халăхпа татса памалли ыйтусен шутĕнче. Паллах, районта ырă тĕслĕхсем те çук мар. Акă, Çĕнĕ Шăмăршă ялĕн старости Н.А.Стефинов пуринчен малтан çава тытса çул хĕрринчи эрĕм-вĕлтĕрене çулма тухнă. Николай Архипович килĕрен килле çỹресе çурт умĕнчи стройматериалсене тирпейлемелли пирки асăрхаттарнă, хăшĕ-пĕринпе хытах калаçма тивнĕ. Паян Çĕнĕ Шăмăршă ялĕ тирпей-илемпе районти чи лайăх ялсен шутĕнче тăрать. Çак чыса упрассишĕн ял старости Н.А.Стефинов, вырăнти депутат И.А.Усьманов нумай тăрăшаççĕ. Вырăс Чукалĕнчи тĕп шкул директорĕ О.М.Еремеева пĕтĕм яла чечек пахчине çавăрма тĕллев лартни те _ çав тери ырă пуçару. Ольга Михайловна чăн малтан шкул йĕри-таврашĕнче, пахчара йĕрке тунă. Миçе тĕрлĕ кăна чечек çитĕнмест-ши кунта? Директорăн ырă пуçарăвĕ ялĕпех сарăлнă, çурт умĕнчи пахчасенче чечек ỹстерекенсем йышлă. Н.А.Стефинов, О.М.Еремеева тата вĕсем пек тăрăшуллă ытти çынсем никам каласса кĕтмесĕр, хăйсем чĕри хушнипе яла тирпей-илем кỹме хутшăнаççĕ. Çакăн пек çынсен йышĕ ỹссех пырасса тем пек шанас килет. Çапла пултăрччĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
02 августа 2008
00:00
Поделиться