Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ХАЛĂХПА, ПĔРЛЕХИ ВĂЙПА

 ВИÇПỸРТ ШĂМĂРШĂ масарĕнчи пĕчĕк çурт йăлтах кивелсе çитнĕччĕ, унта кĕрсе тухма та хăрушăччĕ. Иртнĕ çимĕк умĕн ял çыннисем килĕрен укçа пуçтарса çĕнĕ çурт лартма калаçса татăлчĕç. Строительство ĕçĕсене ертсе пыма А.И.Савельева шанчĕç. Халăхпа пĕрле тăрăшса, темле йывăр ĕçе те пурнăçлама пулать çав. Акă, кĕске вăхăтрах ял масарĕ çинче шурă кирпĕчрен купаланă пĕчĕк çурт çĕкленчĕ. Çурт ăш-чиккине штукатурка туса шуратрĕç, тимĕр кăмака та вырнаçтарчĕç. Виçпỹртсен ырă ĕçĕ районти ытти ялсемшĕн те тĕслĕх пулса тăрать. Пĕрле тăрăшсан, çĕнĕ кĕпер тума та, пĕве пĕвелеме те пулать вĕт-ха.



"Шăмăршă хыпарĕ"
02 августа 2008
00:00
Поделиться