Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

АГРОПРОМЫШЛЕННОÇ КОМПЛЕКСНЕ АТАЛАНТАРМА

"АПК аталанăвĕ" приоритетлă наци проекчĕ яла аталану çулĕ çине кăлармалли малашлăх пулнине, вăл килти хушма хуçалăха аталантарма майсем панине район çыннисем лайăх ăнланчĕç. Çавна май кредит илес текенсен хисепĕ ỹссех пырать. Эпир "Россельхозбанкăн" Шăмăршăри хушма офисĕн ертỹçипе В.А.Федотовпа тĕл пулса калаçрăмăр.. _ Василий Александрович, кредит илмелли йĕркепе паллаштараймăр-ши? _ Палăртмалла, кредит илме кăмăллаканăн çĕр пулмалла. Унăн патшалăх акчĕ е çĕре регистрацилени пирки свидетельство тăратмалла, вĕсем çук пулсан ял поселенийĕнчен илнĕ справка та юрать. Калас пулать, çăмăллăхлă кредита 18 çулхисенчен пуçласа 65 çулчченхи çынсене параççĕ. Çавăн пекех кредит илме шутлакан çыннăн тупăш пулмалла. Çакна валли унăн ĕçрен 6 уйăхран кая мар ĕçлени пирки справка илмелле. Тупăш пирки сăмах пуçарас пулсан, килти хушма хуçалăхра ĕçлесе тунă укçа (тĕслĕхрен, сĕт парса е аш сутса) та унта кĕрет. Республика тулашĕнче ĕçлекен çыннăн тупăшĕ те шута кĕрет. Сăмах май, çăмăллăхлă кредита АПК предприятийĕсем те илме пултараççĕ. _ Кредита миçе çуллăх тата мĕнле тĕллевпе илме май пур? _ Çăмăллăхлă кредита 5 çуллăх çулталăкăн 15 проценчĕпе выльăх-чĕрлĕх витисене çĕнетме, реконструкцилеме е модернизацилеме, выльăх-чĕрлĕх (пыл хурчĕсем, сурăхсем, сыснасем, мăйракаллă шултра выльăх) туянма, ял хуçалăх техникине (трактор-двигатель хăватлăхĕ 100 лаша вăйĕпе танлашать пулсан, мотоблок, 3 тонна çурăна яхăн груз турттаракан машина тата хамăр çĕршывра туса кăларнă ытти техника) илме май пур. 2 çуллăх çăмăллăхлă кредита вара çунтармалли-сĕрмелли материалсем, ял хуçалăх техникине юсама саппас пайсем, минераллă удобренисем, вăрлăх, выльăх апачĕ, çамрăк выльăх туянма тата ĕç çи тапхăрĕнчи ытти тăкаксем валли илме пулать. Сăмах май, кредитăн çулталăкăн 15 процентĕнчен 10,75-шне патшалăх субсидилет, кредит илекенĕн вара 4,25 процентне çеç тỹлеме тивет. Субсиди уйăхсерен куçса пыни ял çыннисемшĕн питĕ меллĕ. _ Асăннă йышши кредита илме еплерех документсем хатĕрлемелле? _ Кунта чи малтанах çакна палăртса хăвармалла. Енчен те кредит виçи 150 пинрен кая пулсан, 1 поручитель кирлĕ пулать; 150 пинрен пуçласа 300 пин таран _ 2; 300 пинрен ытла _ 3 поручительрен сахал мар е 2 поручительрен сахал мар тата салук хывмалла. Заемщикăн (кредит илекенĕн) çак документсене тăратмалла: паспорт (пур страницин те копийĕсем), ИНН (копи), страховани свидетельстви (копи), тупăш пирки справка (ĕçрен), хăй çырнă анкета (ял поселенийĕн пуçлăхĕ алă пусса çирĕплетни), çĕр докуменчĕ (ял поселенийĕн пуçлăхĕ алă пусса çирĕплетни), ял поселенийĕнчен ял хуçалăх кĕнекинчен илнĕ выписка, ял поселенийĕн пуçлăхĕ панă рекомендаци. Строительство тума тата реконструкцилеме шухăш тытнисен алă вĕççĕн хатĕрленĕ смета (ял поселенийĕн пуçлăхĕ алă пусса çирĕплетни) тата ял поселенийĕ строительство ĕçĕсем пурнăçлама ирĕк пани кирлĕ. Поручителĕн вара паспортăн пур страницин копийĕсене, ИНН-ăн тата страховани свидетельствин копийĕсене, ĕçрен илнĕ тупăш пирки справка, хăй çырнă анкетăна тата мăшăрĕн паспорчĕн пур страницин копийĕсене тăратмалла. _ Юлашкинчен мĕн каланă пулăттăр? _ Çăмăллăхлă кредит уссине туйса илсе хушма хуçалăх тытакансен патшалăх пулăшăвĕпе туллин усă курмалла. Кредит çăмăллăхлă пулни питĕ вырăнлă, хушма хуçалăха аталантарма пур майсем те пур. Хула çыннисем кун пек çăмăллăхпа усă кураймаççĕ. Раççей ял хуçалăх банкĕ _ патшалăх банкĕ, ăна шанма пулать. Кредит илме документсем хатĕрлес ĕçре те кунта, ытти банксемпе танлаштарсан, тăкаксем сахалтарах. Эпир сире хамăр патăмăра яланах хапăл туса кĕтетпĕр.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
02 августа 2008
00:00
Поделиться