Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ỸСĔМ ÇУЛĔПЕ - ГРАЖДĂНЛА ЯВАПЛĂХПА

 2008 ÇУЛХИ январĕн 24-мĕшĕнче "Российская газета" изданире пичетленнĕ "Январьские тезисы Дмитрия Медведева" статьяна эпĕ питĕ тимлĕн вуласа тухрăм (Дмитрий Анатольевич вăл вăхăтра Раççей Федерацийĕн Правительствинче пĕрремĕш вице-премьер тивĕçĕсене чыслăн пурнăçласа пыратчĕ, ăна Раççей Федерацийĕн Президенчĕ пулма кандидата тăратнăччĕ). Пытармастăп, çак материалта Д.А.Медведев Раççейре граждан обществине йĕркелесси тата наци идейи пирки калани мана, вăрçă тата педагогика ĕçĕн пысăк стажлă ветеранне, тарăн шухăша ячĕ. Унта Раççей Федерацийĕн хальхи Президенчĕ Дмитрий Медведев наци идейин тĕп тĕллевĕсемпе принципĕсене те палăртнăччĕ. Вĕсем _ виççĕ. Пĕрремĕш _ ирĕклĕхпе тĕрĕслĕх; иккĕмĕш _ çыннăн граждăнла тивĕçлĕхĕпе лайăх енĕ (достоинство); виççĕмĕш _ ăнăçлăхпа социаллă яваплăх. Çак виçĕ принципа Раççейри кашни гражданин тарăннăн ăнланса ăша хывсан, вĕсене пурнăçласа пырсан пирĕн Тăван çĕршывăмăр аталанура ỹсĕм çулĕпе тата ăнăçлăрах кайĕччĕ. Кĕскен пулсан та çак принципсем пирки хамăн шухăшăмсене палăртас, вĕсемпе вулакансене паллаштарас тетĕп. Чи малтанах, ирĕклĕхпе тĕрĕслĕх çинче чарăнса тăрасшăн. Ирĕклĕх _ икĕ енлĕ пулăм. Пĕрремĕшĕнчен, эсĕ Раççей Федерацийĕн тĕп саккунĕнче (Конституцийĕнче) палăртнă мĕн пур правăпа усă курма пултаратăн. Ку _ пĕтĕмĕшле ирĕклĕх. Иккĕмĕшĕнчен, хăвна валли килĕшекен професси илес, обществăра хисеплĕ гражданин пулас, хăв ĕмĕтленнине пурнăçа кĕртес тесен, çыннăн хăйĕн хăш-пĕр ирĕклĕхне (внутренняя свобода) хĕсме-ансăрлатма тивет. Урăхларах каласан, çыннăн ĕмĕр тăршшĕпех сывă пурнăç тата мораль йĕркисене пăхăнса пурăнмалла. Гражданинăн хăйне хăй яланхи воспитани парса тăрас, умма лартнă ĕмĕт патнелле кунран-кун, çулран-çул пĕр тикĕс утас тĕллев пулмалла (сулмаклă утăмсемпе темĕпĕр). Çыннăн ỹсĕмлĕ, çирĕп никĕслĕ тата тĕрĕс çул-йĕрпе пыма хăнăхмалла. Шел, пурнăçра должноçри çынсемех тĕрĕс çул-йĕртен пăрăнса тата çỹллĕрех вырăна кармашнă тĕслĕхсене те пĕлетпĕр эпир. Кун пекки малтанлăха кăмăла кайма та пултарĕ, çак сукмакпа темиçе çул таранах утма та пулĕ. Анчах пыра-киле çакнашкал "малашлăх пусми" кĕтмен çĕртен шуса тайăлса кайма пултарать. Çỹлтенех ỹкнĕ май, çан-çурăма самаях ыраттарĕ. Кун пек "ирĕклĕхпе тĕрĕслĕхе" никамăн чунĕ те кăмăллăн йышăнмасть. Пĕтĕмлетсе каласан, çыннăн _ ахаль рабочи е служащи-и вăл, хуралçă е начальник-и _ обществăра хăйĕн тивĕçлĕ вырăнне тупмалла, пур енĕпе те лайăх пулма тăрăшмалла. Наци идейин иккĕмĕш принципĕ _ гражданла тивĕçлĕхпе лайăх ен пирки каласан, кунта чи малтан, ман шутпа, хăв çуратнă ачана тĕрĕс воспитани парса, ĕçе хăнăхтарса, ытти çынсене хисеплеме, ватă çынсене сума хума вĕрентсе ỹстересси пулмалла. Паллах, ашшĕ-амăшĕн ырă енĕсем ачасемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăмалла. Арçын ачасем _ ашшĕн, хĕр ачасен _ амăшĕн енĕсене _ лайăх-и вĕсем, е начар _ ăша хывса ỹсеççĕ. Ашшĕ, калăпăр, мотор пăчкипе вутă татать, тейĕпĕр. Ывăлĕн çак вăхăтра юнашар ĕçлемелле _ татнă вутă сыпписене айккинелле ывăтса тăмалла, кайран пĕрле вĕсене пуртăпа çурмалла (амăшĕпе хĕр ачасем купаласа хума пултараççĕ). Картари тислĕке ашшĕпе ывăлĕ тасатса тăни, пĕрле мунча хутни те вырăнлă (амăшĕпе хĕр ачасен ĕне сăвассипе, апат пĕçерессипе, кĕпе-тумтир çăвассипе тата ыттипе те ĕç çителĕклĕ). Хальхи вăхăтра пахчара ĕç нумай. Çĕр улмипе пахча çимĕç йăранĕсене çум курăкран тасатас ĕçе ачасене активлă явăçтармалла. Калăпăр, çемьере ашшĕ пирус туртать, килти хуçалăхри ĕçсене юлхавлăн туса пырать пулсан, арçын ачаран кайран лайăх кил хуçи пуласси иккĕленỹллĕ. Вăл ашшĕ пекех пулма та пултарать (амăшĕ ниме пăхмасăр çемье лавĕн тилхепине тытса пырсан, ачасене ырă енсене хăнăхтарса ỹстерсен, арçын ачаран та лайăх кил хуçи пуласси пирки иккĕленместĕп). Амăшĕ апат пĕçернĕ вăхăтра çак ĕçе хĕр ачасене явăçтармасть, кĕпе-тумтир çунă чухне вĕсен пулăшăвĕпе усă курмасть пулсан, хĕр ача лайăх мăшăр пулса çитĕнеет-и? Çук. Хĕр арăм кил-çурта тирпейсĕр тытсан, хĕр ачасене тирĕк-чашăк çума, урай шăлма, тусанран тасатма явăçтармасан та çакнах каламалла. Çынсене юратма ("Люби своего ближнего", палăртнă Турă саккунĕнче), вĕсене пулăшма, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнма вĕрентсе ỹстерсен, ачасем обществăра хăйсен вырăнне тупĕç, сумлă çынсем пулса тăрĕç. Халĕ вара виççĕмĕш принцип _ ырă пурнăçпа социаллă яваплăх çине куçăпăр. Ку енĕпе хамăн хăш-пĕр шухăшăма кĕскен те пулин палăртас килет. Юлашки çулсенче пирĕн Тăван çĕршывăмăр рынок условийĕсенче çирĕппĕнех ĕçлесе пырать, малалла, ỹсĕм çулĕпе талпăнать. Медведев-Путин программине пурнăçлассинче _ вăл тỹреммĕнех халăх валли ырă пурнăç туса парассипе çыхăннă _ кашни гражданинăн социаллă яваплăх кăтартмалла. Раççейĕн, республикăн, районăн шăпи кашни çыннах интереслентермелле. Малаллахи аталану, ỹсĕм çулĕ кашни гражданинăн общество умĕнчи яваплăхĕпе çыхăннă. Ачан тивĕçĕ _ шкулта лайăх вĕренме тăрăшасси. Ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕ _ учительсем ачасене килте тума хушнă заданисене мĕнлерех пурнăçланине тĕрĕслесе тăрасси, кирлĕ пулсан, пулăшасси. Учительсен педагогикăри чи çĕнĕ технологисене алла илсе, ачасене çирĕп пĕлỹ парасси, унпа пурнăçра усă курма хăнăхтарса пырасси, вĕрентỹпе воспитани ĕçне пĕр тĕвве пĕтĕçтерсе умма лартнă тĕллевсене пурнăçласси, сисĕмлĕ результатсем кăтартасси малти вырăна тухса тăмалла. XXI ĕмĕр компьютер технологийĕсен ĕмĕрĕ пулса тăнă май, учительсен компьютер техникине лайăх алла илмелле, ачасене тĕрлĕ технологисемпе, программăсемпе усă курма хăнăхтармалла (районти шкулсенче çак ырă юхăм сарăлсах пыни мана, педагогикăн ытти ветеранĕсене савăнтарать). Шкул пĕтернĕ хыççăн, тĕрлĕ вĕренỹ заведенийĕсенче вĕренсе диплом илсен, ĕçе вырнаçсан шанса панă тивĕçе кашнийĕнех тỹрĕ кăмăлпа, граждăнла яваплăхпа пурнăçламалла, ĕçре курăмлă результатсем тăвассишĕн çине тăрса ĕçлемелле. Тата лайăхрах пурнăç (ăнăçлăх) патнелле васкавлăрах çывхарас тесен, кашнийĕнех социаллă яваплăх кăтартма тăрăшмалла.



"Шăмăршă хыпарĕ"
02 августа 2008
00:00
Поделиться