Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Вич-инфекцирен сыхланасси хамăртан килет

СПИД чирĕ пĕтĕм планета тăрăх пысăк хăвăртлăхпа сарăлса пырать. Çак хăрушă чиртен вилнисем пĕрремĕш хут СШАра 1981 çулта палăрнă. Унтанпа СПИДа пула тĕнчере 35 миллион ытла çын вилнĕ. 40 миллион ытла çын паянхи кун ВИЧ-инфекцийĕпе пурăнать. ВИЧ (вирус иммунодефицита человека) инфекцийĕ çын организмне пĕрре çаклансан, унта яланлăхах юлать. Вирус организма чир-чĕре хирĕç кĕрешейми тăвать. ВИЧ-инфекци организмра çулран-çул аталанса-çирĕпленсе пынă май, вăл юлашкинчен СПИД тапхăрне куçать. Чирлĕ çыннăн çак тапхăрти пурнăçĕ темиçе çула кăна тăсăлать _ хăрушă чир ăна вилĕм шăтăкне ăсатать. Раççей Федерацийĕнче 417 пин ытла çын ВИЧ-инфекцийĕпе чирлĕ пулнине регистрациленĕ, çав шутран 23 пинĕ пурнăçран уйрăлнă. Статистика çирĕплетнĕ тăрăх, регистрациленĕ кашни чирлĕ çын пуçне тупса палăртман ВИЧ-инфекциллĕ 4 çын тивет. Çакна шута илсен, пирĕн çĕршывра хăрушă чире çаклатнисен йышĕ 1 миллион патнеллех кармашать. Чирлисен ытларах пайĕ хăйсене ВИЧ-инфекцийĕ лекни пирки пачах пĕлмест, мĕншĕн тесен хăрушă чирĕн паллисем малтанхи çулсенче туйăнмаççĕ _ çак тапхăр 10 е ытларах çула та тăсăлма пултарать. Чăваш Республикинче те хăрушă чир сарăлсах пырать. ВИЧ-инфекциллĕ çынсем хальлĕхе 800 ытла шутланаççĕ. Пирĕн Республикăра чирлисен йышĕ Раççейри тата Атăлçи Федераллă округри вăтам кăтартусенчен (100 пин çын çине шайласа) 4-5 хут сахалтарах пулин те, ку вăл лăпланса лармалли сăлтав мар (Чăваш Республики Атăлçи Федераллă округра 14 регионтан ранглă 13-мĕш вырăн йышăнать). ВИЧ-инфекци пĕр çынран теприн çине 3 çул-йĕрпе кăна куçать: 1. Ар çыхăнăвĕсем урлă. 2. Шприцсемпе, йĕпсемпе юн тымарне наркотиксем янă чухне. 3. ВИЧ-инфекциллĕ хĕр арăмран чирлĕ ача çуралать. Çак асăннă çул-йĕрсемсĕр пуçне, инфекци урăх нимле майпа та сарăлмасть. Хăрушă чирпе ăнăçлă кĕрешме май паракан эффективлă препарата хальлĕхе тĕнчере шутласа тупайман-ха. Çакна пула чирлисем СПИД тапхăрне çитсе вилеççĕ. Чăн та, препаратсемпе сиплесе çын пурнăçне тăсма пулать-ха. Сиплев валли çуллен 10-15 пин доллар кирлĕ. Чирлисене сиплеме патшалăх та укçа-тенкĕпе пулăшать. Раççей Федерацийĕн "Сывлăх" Наци проекчĕпе тата Чăваш Республикинчи "Вич-инфекция" программăпа килĕшỹллĕн, хăрушă чирпе кĕрешме, антиретровирус препарачĕсем туянма бюджетран сахал мар укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Хамăрăн Шăмăршă районне илес пулсан, пирĕн тăрăхра ВИЧ-инфекцийĕллĕ 5 çынна тупса палăртнă (вĕсенчен 2-шĕ урăх регионсенче пурăнаççĕ). Чирлисене врачсем пăхса-сăнасах тăраççĕ. Хальхи вăхăтра район çыннисем урăх регионсенче йышлăн ĕçлесе пурăнаççĕ. Паллах, вĕсем çуллахи сезон вăхăтĕнче тĕрлĕ ĕçре начар мар ĕçлесе илеççĕ. Анчах та, статистика кăтартăвĕсем тăрăх, ВИЧ-инфекцие чылайăшĕ урăх регионсенчен çаклатса таврăнать. Аякри вырăнсене ĕçлеме кайнисен килте мăшăрсем, савнисем кĕтнине манас марччĕ, хăрушă чир илсе килсе вĕсен кăмăлне хуçмалла ан пултăрччĕ. ВИЧ-инфекцирен сыхланас тесен кашни çыннăн сывă пурнăç, мораль йĕркисене çирĕп пăхăнса пурăнмалла. Ар çыхăнăвĕсенче пĕр партнер кăна пулмалла _ арăмĕ е упăшки. Ытти чухне презервативпа усă курмалла, вăл венери чирĕсенчен, çав шутра ВИЧ-инфекцирен те, 98 процент таранах хỹтĕлет.



"Шăмăршă хыпарĕ"
30 июля 2008
00:00
Поделиться