Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ЫЛТĂН ТЫРĂ "ТИНĔСĔНЧЕ"

_ ВЫРМАНА икĕ "ДОН-150 Б" комбайн хутшăнать, _ терĕ "Колос" Агрофирма" ЗАО тĕп агрономĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ Николай Воробьев. Павел Рожновпа Николай Борисов комбайнерсем иккĕмĕш сезон çеç ĕçлекен, вĕр-çĕнĕ пекех йăлтăртатса тăракан "хир карапĕсемпе" кăмăллă: "Донсем" кăçал та хăватлăн "ишĕç". Тырă "тинĕсĕ" вара пĕчĕк мар: 400 гектар кĕр тыррисемпе 700 гектар çурхи тырăсене пуçтарса кĕртмелле. Пучахсем пысăк та йывăр пулни тухăç вăйлă пуласса шанма май парать. "Гектартан 30-шар центнер ытла илетпĕрех" _ хавас кăмăлпа пĕлтерчĕ пире комбайнер помощникĕ Анатолий Петров. Анатолий Федорович _ вырăнти çын, мĕн ачаран çĕр ĕçĕнче пиçĕхсе ỹснĕ. Хăватлă "Дон" комбайнпа ĕçлеме тивнишĕн çав тери савăнать вăл. "Нивăсен" ĕмĕрĕ иртсе пырать ĕнтĕ, малашлăх _ çĕнĕ йышши пысăк хăватлă комбайнсенче. Хуçалăхра килес çулхи тухăç пирки те паянах шутлаççĕ. Николай Захаровпа Валерий Матвеев механизаторсем Т-130 тракторсемпе кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрлеççĕ. Çĕре извеçлес ĕçсем те кал-кал пыраççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
30 июля 2008
00:00
Поделиться