Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ИЛЕМ КỸРЕТ ШĂМĂРШĂНА

ТĔПЛĔН реконструкциленĕ тата çĕнетсе илемлетнĕ хыççăн, июлĕн 24-мĕшĕнче Шăмăршăра налук инспекцийĕн кермен пек чаплă çурчĕ клиентсене йышăнма пуçларĕ. Çак савăнăçлă саманта паллă тума района Федераллă налук службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертỹçи А.А.Дергачев тата Федераллă налук службин районсем хушшинчи 2-мĕш номерлĕ инспекцийĕн начальникĕ Е.И.Чернов килнĕ. Вĕсене район пуçлăхĕ В.П.Фадеев ăшшăн кĕтсе илчĕ. Валерий Петрович налук инспекцийĕн çуртне Шăмăршăри чи илемлĕ çурт тесе хакларĕ, тирпей-илем тăвас тĕлĕшпе ыттисен те налукçăсенчен тĕслĕх илмеллине палăртрĕ. Инспекци ĕçченĕсен пухăвĕнче чи лайăх ĕçлекен сотрудниксене Грамотăсем тата укçан преми парса чысларĕç.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
30 июля 2008
00:00
Поделиться