Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Асăрханăр: наркомани!

 НАРКОМАНИ... "Шурă вилĕм", "таблеткăри вилĕм", "хăв ыйтса илекен вилĕм" теççĕ героин _ сывлăхшăн çав тери хăрушă наркотик пирки тухтăрсем. Наркомани _ этемлĕхшĕн пысăк хăрушлăх. Наркотиксемпе усă курни каччăна е хĕре çынлăхран кăларать, вĕсен ырă ĕмĕчĕсене çапса хуçать. Наркомансем ниçта та ĕçлеме тата вĕренме пултарарймаççĕ, харампырла пурăнса обществăна пысăк сиен кỹреçĕ. Наркотиксемпе наркăмăшланакан çамрăксен йышĕ ỹссе пыни хытă пăшăрхантарать. Ашшĕ-амăшĕсемпе учительсем ача наркотиксемпе усă курнине икĕ-виçĕ çул иртсен çеç пĕлни те паллă. Асра тытăр! Енчен те ачăр сирĕнпе калаçассинчен пăрăнать, килте маччаналла пăхса диван çинче темиçе сехет те выртать, пурнăç илемне асăрхамасть пулсан, унпа мĕн те пулин пулнах. Ачан куç шăрçисем çутта туймаççĕ, аллисем çинче укол йĕппин йĕрĕсем пулсан, ача хăйне эрех ĕçнĕ хыççăнхи пек тыткаласан, врач-нарколог патне кайма васкăр. Кая юлас марччĕ! Наркотик паянхи кун ялсене те çитме пуçларĕ. Унпа уйрăмах çамрăксем çыхланаççĕ. Ăна пĕрре тутанса пăхаççĕ, тепре... Кайран вара уйрăлаймаççĕ. Вăл сывлăха сиенлет, хăрушлăх патне илсе пырать. Наркомансем хушшинче пурнăçран вăхăтсăр уйрăлакансем те пур. Тархасшăн, унпа ан çывăхланăр. Сирĕн сывлăха вăл сиен çеç кỹрет. Енчен те наркотиксемпе усă куракан çынсене асăрхасан Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи наркотиксене хирĕç кĕрешекен уйрăма пĕлтерме ыйтатпăр. Вăл Канаш хулинче вырнаçнă. Адресĕпе телефонĕсем: Канаш хули, Чернышевский урамĕ, 28 "а" çурт. 8(83533)2-25-45, факс: 8(83533)2-54-76.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
30 июля 2008
00:00
Поделиться