Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ют çĕршыв çыннисем ĕçлеççĕ

РАЙОНТА хальхи вăхăтра тĕрлĕ специальноçсемлĕ 8 ют çĕршыв çынни ĕçлет. "Строитель" ОООра Узбекистанран килнĕ 6 штукатур, О.Морозов предприниматель патĕнче Таджикистанран килнĕ 1 грузчик, "Спутник" ял хуçалăх потребитель кооперативĕнче Германирен килнĕ 1 инженер-технолог вăй хураççĕ. 2009 çул валли тата 3 хуçа ют çĕршыв çыннисене ĕçе илесси пирки заявка панă.


"Шăмăршă хыпарĕ"
26 июля 2008
00:00
Поделиться