Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тырă хакĕ мĕн чухлĕ пулĕ?

 ÇАК кунсенче Елчĕкре республикăри АПК наци проекчĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Правительство комиссийĕпе Ял хуçалăх министерствин коллегийĕн пĕрлехи ларăвĕ иртнĕ. Ларура кăçалхи тыр-пул хакĕ пирки те ыйту хускатнă. Апат-çимĕç тата ытти фонд туянакан тыр-пулпа ытти продукци хакне пĕлтĕрхинчен 20 процента яхăн ỹстерме пулнипе килĕшнĕ. Çапла вара тавар туянакансем кăçал 25 процент клейковинăллă пĕр тонна тулăшăн 6000 тенкĕ (пĕлтĕр 4800 тенкĕ пулнă), 23-25 процентлишĕн _ 5600-5800 (4400-4500), 18-20 процентлишĕн 5300 тенкĕ (4100-4300) тата ытларах тỹлеме хатĕр. Ытти культурăна та (вĕсен пахалăхне кура) иртнĕ çулхинчен чылай ытларах тỹлесе илесшĕн. Çапла вара, районти хуçалăхсен экономикине тĕреклетме майсем пулаççĕ. Тырă ытларарх сутсан, укçа та нумайрах кĕрĕ. Анчах хирти тырă пỹлмери мар тенине те асра тытмалла, вырма ĕçĕсене тĕплĕн хатĕрленсе тухмалла.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
26 июля 2008
00:00
Поделиться