Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

НАЦИ ПАРКĔНЧЕ - УНИВЕРСИТЕТ СТУДЕНЧĔСЕМ

"ЧĂВАШ ВĂРМАНĔ" Наци паркĕ чылайранпа ĕнтĕ И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕпе туслă çыхăну тытать. Иртнĕ эрнере Наци паркне географи факультечĕн деканĕ И.В.Никонорова ертсе пыракан ученăйсемпе студентсен экспедицийĕ килчĕ. Экспедици вăрманта тĕпчев ĕçĕсем ирттерет, çак материалсене вĕсем парк валли хатĕрлесе парĕç. Наука тĕлĕшĕнчен никĕсленнĕ тĕпчевсем парк сотрудникĕсемшĕн питех те усăллă пулĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
26 июля 2008
00:00
Поделиться