Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Хаçатçăсем тĕл пулсассăн пĕрле...

РЕСПУБЛИКĂН кăнтăр районĕсенчи журналистсемпе полиграфистсене _ Шăмăршă, Патăрьел, Елчĕк, Комсомольски, Канаш, Йĕпреç хаçачĕсенче ĕçлекенсене _ тахçанхи туслăх пĕрлештерсе тăрать. Кашни çулах вĕсем пĕрле пуçтарăнса спорт ăмăртăвĕсем ирттереççĕ, юрă-ташăра хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ. Çак эрнере хăнасене Елчĕкри "Елчĕк ен" хаçат редакцийĕ пуçтарчĕ. Хаçатçăсен спартакиадинче спортăн тĕрлĕ енĕсем пулчĕç: эстафета чупасси, мини-футбол, алă вăйĕ виçесси, дартс, вĕрен туртасси. Çак ăмăртусенче "Шăмăршă хыпарĕ" хаçатра ĕçлекенсем те маттур пулчĕç, парнене тивĕçрĕç.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
26 июля 2008
00:00
Поделиться