Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çула тухрăн пулсан...

ПĔЛТĔРХИПЕ танлаштарсан, кăçалхи çур çулта районти çул-йĕрсем çинче лару-тăру кăштах лайăхланнă. 2008 çулта 6 уйăхра 5 авари пулнине, вĕсенче 6 çын аманнине регистрациленĕ. Пĕлтĕр вара çак тапхăрта 9 аварире 6 çын вилнине, 22 çын суранланнине шута илнĕччĕ. Çуран çỹрекенсем çул-йĕр правилисене пурнăçламанни, водительсем хăвăртлăх режимне пăхăнманни кăçалхи аварисен сăлтавĕсем пулса тăнă. Çул-йĕр правилисене пăсакансем тата авари тăвакансем ан пулччăр тесе, ГИБДД инспекторĕсем милицин ытти службисен сотрудникĕсемпе пĕрле профилактика ĕçне ирттереççĕ, Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин тата районти шалти ĕçсен пайĕн планĕсемпе килĕшỹллĕн, тĕллевлĕ рейдсем йĕркелеççĕ. Кăçал автотранспорт предприятийĕсенче планпа килĕшỹллĕн 6 тата контроллĕ 23 тĕрĕслев ирттернĕ. Руководительсене 23 предписани çырса панă, çитменлĕхсене пĕтерме хушнă. Предприятисенче автотранспорт рейса тухнă вăхăтра 36, рейсран таврăннă чухне 33 тĕрĕслев йĕркеленĕ. Должноçри 6 çынна административлă майпа айăпланă. Кăçал 6 уйăхра ГИБДД сотрудникĕсем пурĕ 4955 протокол (пĕлтĕр çак тапхăрта _ 2150) çырнă, çав шутран 86-шĕ _ водительсем руль умне ỹсĕрле ларнипе, 1232-шĕ _ хăвăртлăха ỹстернипе, 51-шĕ _ техникăна патшалăх техосмотрĕ витĕр кăларманнипе, 1604-шĕ _ техника тĕлĕшпе юсавсăр мототранспортпа çула тухнипе, 14-шĕ _ пысăк габаритлă е хăрушă груз турттарнă чухнехи инструкцие пăхăнманнипе, 27-шĕ _ çынсене лартса çỹремелли йĕркесене тĕпе хуманнипе, 620-шĕ çуран çỹрекенсем çул-йĕр правилисене пăснипе çыхăннă. Милицин автотрасса çумĕнчи тĕрĕслев постчĕн инспекторĕсем кăçал çур çул хушшинче тивĕçлĕ документсемсĕр груз турттарса кайма пăхнă 86 автомашинăна тытса чарнă, тивĕçлĕ мерăсем йышăнас тĕллевпе районти шалти ĕçсен пайне ăсатнă. Водительсем регистраци докуменчĕсене хăйсем тỹрлетсе çырнă 2 факт тăрăх протоколсем çырнă. Тивĕçлĕ йĕркене пăхăнмасăр тĕслĕ тата хура металл тиенĕ 10 автомашинăна та _ пĕтĕмĕшле груз 87,4 тоннăпа танлашать _ милици çуртне яма тивнĕ. Шыраври çынсене тата автомашинăсене шыраса тупас тĕлĕшпе те ĕçлеççĕ пост сотрудникĕсем. Федераллă шыравра тăнă 2 çынна, РФ УКĕн 222 статйин 1-мĕш пайĕ тăрăх преступлени тунă тесе шутлакан пĕр шанчăксăр çынна районти шалти ĕçсен пайне леçнĕ. Шыравра пулнă 9 автомашинăна _ вĕсенчен 7-шĕ РФ ытти субъекчĕсен милицийĕн шыравĕнче шутланнă _ хуçисене тавăрса парас тĕлĕшпе кирлĕ мерăсем йышăннă. Хальхи вăхăтра, ачасен çуллахи каникулĕ пынă май, ялсенчи урамсенче водительсен тимлĕхе ỹстермелле. Техника хăвăртлăхне ытлашши ỹстермелле мар. Тăкăрлăксенчен пĕчĕк ачасем çул çине чупса е велосипедпа ярăнса тухас хăрушлăх та пĕчĕкех мар. Акă, июнĕн 17-мĕшĕнче Васанти урамра авари пулнă _ 2 класс пĕтернĕ арçын ача тăкăрлăкран велосипедпа ярăнса тухса çулпа пыракан КАМАЗ автомашина çине кĕрсе кайнă. Ачан больницăра выртсах сипленме тивнĕ. Çак факт тăрăх халĕ административлă тĕпчев пырать. Халĕ ачасем урамсем тăрăх велосипедпа йышлăн çỹреççĕ. Вĕсен машина пыракан çулпа пыма юрамасть _ çул хĕррипе кăна ярăнмалла. Çул урлă каçнă чухне те тимлĕхе çухатмалла мар _ аслă çулпа пыракан транспорт хатĕрне ирттерсе ямалла. Такăрлăкран çул çине ярăнса тухас умĕн хăвăртлăха чакарса, икĕ еннелле пăхса илмелле: çывăхра техника хатĕрĕ килни курăнмасть-и? Çул çинчи тимлĕх пирки ашшĕ-амăшĕн ачисене куллен асăрхаттарса тăмалла.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
26 июля 2008
00:00
Поделиться