Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

УТĂ ЫТЛАРАХ _ ПРОДУКЦИ НУМАЙРАХ

 РАЙОН администрацийĕн ял хуçалăх пайĕ пĕлтернĕ тăрăх, хуçалăхсенче 2426 гектар (72 проц.) нумай çул ỹсекен курăксене çулнă, пурĕ 1213 тонна (80 проц.) утă хатĕрленĕ. Çавăн пекех 1500 тонна (86 проц.) сенаж хывнă. Хирте техника шавĕ ирех пуçланать те тĕттĕмленсен çеç чарăнать. Уяр çанталăкра тухăçлă ĕçлесшĕн хресчен. Ыран çумăр çумасть тесе никам та шантараймасть _ синоптиксем те тăтăш йăнăшаççĕ. Ял çыннисем килти выльăх-чĕрлĕх валли те кирлĕ чухлĕ утă хатĕрлесшĕн. Курăкĕ вара çителĕклех _ çава тытма çеç ан ỹркен. Апат пахалăхĕ çинчен те манмалла мар. Специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх, ĕнерен талăкра 18 литр сĕт суса илме пĕрремĕш класлă утă 4,2, япăхраххи 7,1 килограмм кирлĕ. Утă люцернăран, тимофеевкăран, костер курăкĕнчен аван пулать, анчах вĕсене чечеке лариччен çулмалла. Кая хăварсан хытса каяççĕ. Сенажа вара клевертан хывсан аван, çулассине каллех кая хăвармалла мар. Технологие пăсса тунă сенажăн усси сахал. Çакна специалистсен яланах асра тытмалла.



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 июля 2008
00:00
Поделиться