Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ТУРĂМ, ЛАРТРĂМ ÇĔНĔ ÇУРТ...

 ИРТНĔ эрне кун Шăмăршăра пурăнакан Евгений Тускаевпа Александр Семеновшăн нумайлăха асра юлĕ. Вĕсене Шăмăршă ял поселенийĕн администрацийĕнче пурăнмалли çурт-йĕр туянма е туса лартма социаллă тỹлев уйăрни çинчен çирĕплетекен свидетельство пачĕç. 2002-2010 çулсем валли туса хатĕрленĕ "Пурăнмалли çурт-йĕр" федераллă программăпа килĕшỹллĕн, кăçал районти 15 çамрăк çемье çакăн пек свидетельство илĕ. Çамрăксем çурт туянма е лартма пултарччĕр тесе, социаллă тỹлев валли федераллă бюджетран 4148485 тенкĕ, республика бюджетĕнчен 1106263 тенкĕ, район бюджетĕнчен 228900 тенкĕ уйăрнă. Район депутачĕсен Пухăвĕн иртнĕ ларăвĕнче те халăх суйланă çынсем пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвне сỹтсе яврĕç, граждансене авари пулма пултаракан çуртсенчен хăтлă та илемлĕ хваттерсене куçарас ыйтăва татса пачĕç. Çак программăпа килĕшỹллĕн, кăçал Шăмăршăри 30 çемье çĕнĕ хваттерлĕ пулĕ. Программăна пурнăçа кĕртме федераллă бюджетран 15,980 миллион тенкĕ, республика бюджетĕнчен 6,181 миллион тенкĕ, вырăнти бюджетран 100 пин тенкĕ уйăрнă. Шăмăршăра çеç мар, ялсенче те çĕнĕ çуртсем нумай тăваççĕ. Иртнĕ номерсенчен пĕринче эпир Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăнта çурт лартакан çамрăк çемьесем йышлă пулни çинчен çырнăччĕ. Çакăн пек ырă тĕслĕхсем Палтиелĕнче те, Чаткасра та, Пуянкассинче те, Пăчăрлă Пашьелĕнче те, ытти ялсенче те пур. Апла пулсан, ял çĕнелет, илемленет, çамрăк çемьесем атте-анне çĕрĕ çинче тымар яраççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 июля 2008
00:00
Поделиться