Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Коммуналлă инфраструктурăна аталантарассишĕн

 ИЮЛĔН 17-мĕшĕнче Шăмăршăра район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унта Шăмăршă районĕн 2008-2011 çулсем валли туса хатĕрленĕ коммуналлă инфраструктурăна аталантармалли Программине сỹтсе явса йышăннă. Программăн тĕп тĕллевĕ _ коммуналлă инфраструктура системине реконструкцилесси тата модернизацилесси, халăха паракан коммуналлă çăмăллăхсен пахалăхне лайăхлатасси. Çак программăпа килĕшỹллĕн, районта пысăк вольтлă "Правда" линин 10 километрне реконструкцилеме, Кивĕ Шăмăршă, Шăмăршă тата Палтиел ялĕсенче 7,3 километр тăршшĕ çĕнĕ электричество сетьĕсем тума, 6 котельная модернизацилеме, 1,3 километр тăршшĕ ăшă сетьĕсене тĕпрен юсама палăртнă. Çавăн пекех районта 82,99 километр тăршшĕ водопровод тата 2,75 километр канализаци сетьĕсем тумалла. Йăлара усă курнă хыççăн юлакан хытă отходсен Шăмăршăри полигонĕ валли ятарлă техника туянассине те Программăра палăртса хăварнă.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 июля 2008
00:00
Поделиться