Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Халăхпа тĕл пулнă

ИЮЛĔН 16-мĕшĕнче иртнĕ Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче район çыннисемпе тĕл пулма Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертỹçи Л.А.Шимин, Почта çыхăнăвĕн управленийĕн директорĕ С.Т.Тимофеева, Шупашкарти коопераци институчĕн ректорĕ В.В.Андреев, "Республикăри клиника больници" патшалăх учрежденийĕн тĕп врачĕ И.П.Ефимова, Чăваш Республикинчи Апат-çимĕç фончĕн директорĕ Ю.Е.Федоров килнĕ. Район пуçлăхĕ В.П.Фадеев С.П.Тимофеевапа пĕрле Шăмăршăри çыхăну уйрăмĕнче тата вăрман хуçалăхĕнче пулнă, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулса калаçнă. Район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.Н.Никифоровпа Ю.Е.Федоров "Карлинская" Агрофирма" ЗАОра пулса выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçсем мĕнле пынипе паллашнă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 июля 2008
00:00
Поделиться