Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ПУШАРНИКСЕН КОМАНДИСЕМ ĂМĂРТРĔÇ

ÇАК кунсенче Шăмăршăри пушар чаçĕн вĕренỹ-тренировка площадкинче пушар сỹнтерекен подразделенисен кустри ăмăртăвĕ иртрĕ. Кунта Шăмăршă, Патăрьел, Комсомольски, Елчĕк, Тăвай, Йĕпреç районĕсен тата Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнчи пушарниксен командисем пушар-çăлав спорчĕн тĕрлĕ енĕпе вăй виçрĕç. Ăмăрту тăваттăмĕш хутри башня чỹречинчен штурм пусми тăрăх хăпарса кĕрессинчен пуçланчĕ. Кун хыççăн спортсменсем виçĕ колонăллă пусма тăрăх виççĕмĕш хута хăпарассипе ăмăртрĕç. Кунта жюри членĕсем чи малтан спортсменсен хăвăртлăхне, вăл е ку задание мĕнлерех пурнăçланине шута илчĕç. Малалла вара командăсем Шăмăршă ипподромĕнче 100 метрлă, чăрмавсемлĕ дистанцире чупрĕç. Юлашкинчен командăсем "пушар вăхăтĕнче" техника хатĕрĕсемпе мĕнлерех усă курнине, "вута" кĕске вăхăтрах сỹнтернине кăтартса пачĕç. Ăмăрту результачĕсене пĕтĕм- летсен Комсомольски районĕн команди пĕрремĕш вырăна тухни палăрчĕ. Тăвайсемпе Патăрьелсем иккĕмĕшпе виççĕмĕшсем пулчĕç. Паллах, шăмăршăсем те начар мар ăмăртрĕç, çапах та вĕсен малтисенчен вĕренмелли пур-ха. Пушар _ çăлав спортĕнче хастар та пултаруллă пулмалла, кашни кунах тренировка ирттерсе ăсталăха тупмалла. Вара çĕнтерме те пултарăпăр. Çĕнтерỹçĕ-командăсем Грамотăсемпе хаклă парнесене тивĕçрĕç.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 июля 2008
00:00
Поделиться