Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"ПУРНЕ ТЕ ТЕЛЕЙ, ЮРАТУ СУНАТĂП!.."

 ЫРĂ ĕçсен çулталăкĕнче чун-чĕрене çĕклекен, нумайлăха асра юлакан пулăмсем савăнтарсах тăраççĕ. Акă, иртнĕ шăмат кун Шăмăршăра чаплă лару-тăрура хулари пек илемлĕ Мăшăрлану керменĕ уçăлчĕ. Ăна уçма Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров, район пуçлăхĕ В.П.Фадеев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Ф.Ермолаев, ытти паллă çынсем хутшăнчĕç. Унчченхи ача-пăча библиотекин çуртне тĕпрен çĕнетсе реконструкциленĕ, Европа шайĕпе килĕшỹллĕн илемлетнĕ хыççăн çурт чăн-чăн керментен пĕрре те кая мар. Çак ĕçсене пурнăçлама республика бюджетĕнчен 4 миллион тенке яхăн, район бюджетĕнчен 0,5 миллион тенкĕ уйăрнă. "Строитель" ООО ĕçченĕсем чунтан тăрăшса вăй хуни куç умĕнчех. Кермен тул енчен те, шалтан та илĕртỹллĕ. Кермен умĕнче йĕркеленĕ савăнăçлă митинга район пуçлăхĕ В.П.Фадеев уçрĕ. Валерий Петрович Шăмăршă районĕ валли çакăн пек илемлĕ обьект тума пулăшнăшăн Республика Президентне Н.В.Федорова, çавăн пекех кунта ĕçленĕ строительсене чĕререн тав турĕ. Н.В.Федоров Президентăн саламлă сăмахне халăх тăвăллăн алă çупса йышăнчĕ. Николай Васильевич Мăшăрлану керменне Телей керменĕ тесе хакларĕ, Шăмăршă районĕнче кăçал ачасем ытларах çурални çинчен савăнсах пĕлтерчĕ. Çавăн пекех пĕтĕм республикипех демографи лару-тăрăвĕ лайăхланса пынине палăртрĕ. _ Ырă çынсем ырă сăлтавпа пухăнсан, Турă та йăл! кулса саламлать, _ терĕ Президент. _ Пурне те телей, юрату сунатăп. Пурнăçăр чечек пек илемлĕ пултăр! _ чунтан хавхаланса вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне Н.В.Федоров. Кермен алăкĕ умĕнчи хăйăва Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров, район пуçлăхĕ В.П.Фадеев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Ф.Ермолаев, ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ Е.Н.Федорова каснă хыççăн пурте кавир сарнă пусма тăрăх иккĕмĕш хутри çутă та илемлĕ зала улăхрĕç. Паян чи телейлисем _ хăйсен кун-çулне ĕмĕрлĕхе пĕрлештерме тĕллев лартнă çамрăксем. Пăчăрлă Пашьелĕнчи Ольга Марковапа Сергей Ермолаев чаплă лару-тăрура çырăнчĕç, Н.В.Федоров Президентпа район пуçлăхĕ В.П.Фадеев çамрăк çемьене мăшăрланни çинчен çирĕплетекен свидетельство тата хаклă парне пачĕç. Ермолаевсем пурнăç çулĕпе тин çеç утма пуçлаççĕ пулсан, Карапай Шăмăршăри Федор Егоровичпа Лидия Архиповна Волковсем мăшăрланнăранпа 50 çул çитнĕ. Ылтăн туй ячĕпе юбилярсене Н.В.Федоров Президентпа район пуçлăхĕ В.П.Фадеев, ачисемпе мăнукĕсем, çывăх тăванĕсем хĕрỹллĕн саламларĕç. Васанти Якушовсен çемйине вара "çĕнĕ кайăк" килнĕ _ иккĕмĕш ача çуралнă. Н.В.Федоров Президент Александрпа Алевтинăна çак ятпа чунтан саламларĕ, ывăл ачана Дмитрий ят хунине çирĕплетекен свидетельство пачĕ. Республика пуçлăхĕ çавăн пекех виççĕмĕш ачине çуратнă Людмила Давыдовапа икĕ ача çуратнă Екатерина Тихонована Амăшĕн (çемье) капиталĕн сертификатне панă ятпа ăшă сăмахсем каларĕ. Уяв юрă-ташăсăр епле ирттĕр-ха? Хаваслă вальсра Президент та, район пуçлăхĕ те çамрăк çынсем пекех илемлĕн çаврăнчĕç, çепĕç кĕвĕ чун-чĕрене ачашларĕ... Çĕнĕ Мăшăрлану керменĕнче çакăн пек савăнăçлă событисем яланах пулччăр, кунта вăй хуракансен ĕçĕ нумайлансах пытăр. Ырă кăмăлпа Çемье çулталăкĕнче мăшăрланакансен йышĕ ỹссех пырасса, ача ытларах çураласса çирĕп шанатпăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 июля 2008
00:00
Поделиться