Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Хĕрлĕ Васан та "тĕнчене" тухрĕ

ТĔРĔССИПЕ каласан, хамăрăн аякри пĕчĕк яла асфальт çул çитесси пирки эпир ĕмĕтленме те пултарайман. Акă, кỹршĕри Тутарстанри 200-300 килĕллĕ ялсем те çулсăр нушаланаççĕ, урамĕсенче пылчăк çăрăлать. Эпир вара хуть те мĕнле çанталăкра та Шăмăршăна çап-çутă пушмакпа çитме пултарăпăр. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырура кăçал республикăра çулсем тума 9 миллиард тенке яхăн укçа уйăрни çинчен пĕлтернĕччĕ. Çакă пире, ял çыннисене, чунтан савăнтарать. Çул вăл _ пурнăç, _ теççĕ халăхра. Ку чăннипех те çапла. Район пуçлăхĕ В.П.Фадеев çулсене упрама чĕннипе те эпĕ пĕтĕмпех килĕшетăп. Нушапа çĕкленĕ çула çĕмĕрес марччĕ, асфальт ĕмĕрĕ нумая тăсăлтăрччĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 июля 2008
00:00
Поделиться