Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çурхи призыв ăнăçлă вĕçленнĕ

 Июлĕн 2-мĕшĕнче Патăрьелпе Шăмăршă районĕсен çар комиссариатĕнчен призывниксен юлашки ушкăнне республикăри призыв пунктне ăсатнă. Çак кунсенче пирĕн корреспондент комиссариатăн иккĕмĕш уйрăмĕн начальникĕпе В.Н.Фадеев капитанпа тĕл пулса калаçнă, унран çурхи призывпа çыхăннă тĕрлĕ ыйтусем çине хуравлама ыйтнă. _ Çурхи призыв тапхăрĕнче Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенчен пурĕ 110 çамрăка çар службине ăсатрăмăр, çав шутран 39-шĕ Шăмăршă районĕнчен, _ терĕ В.Н.Фадеев. _ РФ Конституцийĕпе килĕшỹллĕн, вĕсем халĕ салтак тумне тăхăнса çар тивĕçне пурнăçлаççĕ. _ Василий Николаевич, Шăмăршă районĕнчен службăна кайнисен пĕлỹ шайĕ мĕнлерех пулчĕ? Çар комиссариачĕн направленийĕпе водительсене вĕрентсе хатĕрлеме май килчĕ-и? _ 39 призывникран 5-шĕ _ аслă, 14-шĕ _ ятарлă вăтам, 17-шĕ _ пĕтĕмĕшле вăтам, 3-шĕ тулли мар вăтам пĕлỹ илнĕ. Водитель удостоверенине илнисем _ 18-ăн, çак йышăн ытларах пайĕ комиссариат направленийĕпе вĕреннĕ. Вĕсем тĕрлĕ чаçсенчи çар техникин рулĕ умне ларĕç. Кĕрхи призывра çар службине каякан, водитель пулас ĕмĕтпе пурăнакан çамрăксене комиссариата килме ыйтатпăр. Вĕсем Канашри РОСТО шкулĕн Патăрьелĕнчи филиалĕнче е вырăнти профтехучилище çумĕнчи курссенче вĕренсе водитель удостоверенийĕллĕ пулĕç. _ Район çамрăкĕсем Раççей Хĕç-пăшаллă вăйĕсен хăш çарĕсенче службăра тăраççĕ? _ Уйрăммăн илсен, Типĕ çĕр çинчи çарсенче (Сухопутные) _ 12, шалти çарсенче _ 10, Çар-тинĕс флотĕнче _ 3, Космос, Сывлăш-десант, Ракета çарĕсенче, Сывлăш-çар вăйĕсенче _ 2-шер çамрăк, ыттисем РФ Оборона министерствин тĕрлĕ управленийĕсен чаçĕсенче çар тивĕçне пурнăçлаççĕ. _ Çар службинчен пăрăнса юлас текенсем пулмарĕç-и? _ Кун пеккисем палăрмарĕç. Çамрăксенчен кашниех призыв мероприятийĕсене пĕр тикĕс çỹрерĕ. Çак ырă пулăм, паллах, пире, комиссариат работникĕсене, савăнтарать. Юлашки çулсенче çамрăксем хушшинче çар службин пĕлтерĕшĕ ỹссе пынине те палăртмалла. Çар службинче пиçĕхсе чăн-чăн арçынсем пулса таврăннă йĕкĕтсене руководительсем хуть мĕнле ĕçе те хапăл туса йышăнаççĕ. Хĕç-пăшалпа çыхăннă тĕрлĕ ĕçсене вара салтакра пулманнисене пачах илмеççĕ. Ял-йышра та службăра пулнă арçынсем яланах хисеплĕ пулнă. Çурхи призыв ăнăçлă вĕçленчĕ. Чăваш Республикин çар комиссариачĕн призыв заданине туллин пурнăçларăмăр. Халĕ кĕрхи призыва хатĕрленетпĕр.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 июля 2008
00:00
Поделиться