Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

КАШНИ КИЛЕ _ ТĂРĂ ШЫВ

ЧĂВАШ Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырура çапла каланă: "Халăх сывлăхне сыхласа хăварас тесе эпир ĕçмелли шыва тĕп тĕллевсен шутне кĕртрĕмĕр тата ку енĕпе калама çук пысăк ĕç туса ирттертĕмĕр. 2008-2010 çулсенче тăвакан водохранилищĕсемпе водопроводсене пула тулли районсем (Шăмăршă, Йĕпреç, Патăрьел, Елчĕк, Вăрнар, Пăрачкав, Комсомольски тата ытти те) пахалăхлă ĕçмелли шывпа усă курма тытăнаççĕ. Çак проектăн хакĕ 4,5 миллиард тенкĕ ытла тăрать. Чăваш Енре хăйĕн халăхне шывпа тивĕçтерме çавăн чухлĕ укçа-тенкĕ уйăрни нихăçан та пулман". Президентăн "Таса шыв" программине пурнăçласа, Пăчăрлă Пашьелĕнчи Мичурин, Советская, К.Маркс, Крымская урамĕсенче водопровод тунă. "Спецстройкоммуникация" ООО çак кунсенче Партизан урамĕнче те шыв пăрăхĕсем вырнаçтарассине вĕçлет. Черетре _ Набережная урам. Çапла вара, кăçал ялти кашни урамрах водопровод пулĕ. "Спецстройкоммуникация" ООО пĕр шыв башнине вырнаçтарчĕ, çывăх вăхăтра тепĕр башня та çĕкленĕ. Çак ĕçе вĕçлесен, пăрăхсем тăрăх таса шыв юхма пуçлĕ. Çак ĕçсене пурнăçлама пирĕн ял поселенине 8 миллион тенкĕ укçа уйăрнă. Ял çыннисем çак куна пысăк шанăçпа кĕтеççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
12 июля 2008
00:00
Поделиться
;