Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ЫЛТĂН ТУЙ, КĔМĔЛ ТУЙ...

ÇАК кун Пуянкассинчи Культура çуртĕнче çав тери савăнăçлă событи пулчĕ _ Таисия Васильевнапа Александр Дмитриевич Кудрявцевсем пĕрлешнĕренпе 50 çул, Валентина Ивановнапа Валерий Дмитриевич Борисовсем 25 çул çитнине чаплăн паллă турĕç. Ылтăн тата кĕмĕл туйсем ячĕпе юбилярсене ачисемпе мăнукĕсем, тăванĕсем, ял çыннисем ăшшăн саламларĕç, нумай-нумай çул килĕштерсе те пĕр-пĕрне юратса пурăнма ырлăх-сывлăх сунчĕç. Çемье уявне ялти "Ахаяс" фольклор ансамблĕ илем кỹчĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
12 июля 2008
00:00
Поделиться