Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ЧИ ЛАЙĂХ ÇАМРĂК СПЕЦИАЛИСТСЕМ

 РАЙОН пуçлăхĕ В.П.Фадеев "Çулталăкри чи лайăх çамрăк специалист" конкурса пĕтĕмлетесси çинчен йышăну кăларнă. "Сывлăха сыхлас ĕçри чи лайăх çамрăк специалист" ята Шăмăршăри тĕп больницăри хирурги уйрăмĕн медицина сестрине Татьяна Чернована, "Вăрман хуçалăхĕнчи чи лайăх çамрăк специалист" ята "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕнчи вăрман сыхлавĕн инспекторне Дмитрий Ревунова, "Чи лайăх çамрăк активист-общественник" ята Карапай Шăмăршăри библиотека заведующине Алиса Медведевана, "Промышленноçри чи лайăх çамрăк специалист" ята "Агросервис" ООО машинист-эксковаторщикне Алексей Тихонова, "Право йĕркине сыхлакан органсенчи чи лайăх çамрăк специалист" ята Шăмăршăри шалти ĕçсен пайĕнчи патрульпа пост службин водительне Вячеслав Локтина пама йышăннă. Вĕсене район администрацийĕн Хисеп грамотине тата укçан преми парса хавхалантарнă.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
12 июля 2008
00:00
Поделиться
;