Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ÇУРТ АЧА САССИПЕ ИЛЕМЛĔ

 ВĂХĂТ сисĕнмесĕрех малалла шăвать. Акă, 2008 çулăн çур çулĕ хыçа юлчĕ. Кăçал 6 уйăхра районта пурĕ 83 ача (пĕлтĕр çак тапхăрта _ 71) çуралнă. Пепкесем çураласси ỹссе пыни, паллах, савăнтарать. Ача çуратакан хĕр арăмсене патшалăх ытларах пулăшу пама пуçлани ырă пулăмпа таврăнни сисĕнет. Çур çул хушшинче районта 38 çемье (пĕлтĕр çак тапхăрта 51) чăмăртаннă, çав вăхăтрах 21 çемье (пĕлтĕр 16 ) уйрăлнă. Çын вилесси кăштах чакнă. Сăмахран, 2007 çулта 6 уйăхра районта 168 çын пурнăçран уйрăлнă пулсан, кăçал _ 161. Кăçалхи Питрав кунĕ _ июлĕн 12-мĕшĕ районта хăйне евĕр паллă событипе палăрса юлать _ район администрацийĕн çурчĕпе юнашар Мăшăрлану керменĕ уçăлать.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
12 июля 2008
00:00
Поделиться
;