Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ÇУРЧĔСЕМ _ КЕРМЕН ПЕКЕХ...

КАЙСА курнă-и эсир халĕрех Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăн ялĕсене? Кайса курăр, ỹкĕнмĕр. Ял сăн-сăпачĕ çулсерен мар, уйăхсерен, эрнесерен çĕнелсе, илемленсе пырать. Кермен пек чаплă çуртсем çĕкленеççĕ, çамрăк çемьесем тăван ялта тымар яраççĕ. Акă, Владимир Азюков кăçал кирпĕчрен пĕр хутлă çурт купаларĕ, Анатолий Петьков икĕ хутлă çурт никĕсне ячĕ. Çивиттине витсен, шалти ĕçсене вĕçлесен çитес çул пурăнма та кĕрĕç. Валентин Иванов çемйи вара йывăçран тунă çĕнĕ çуртра пурăнма пуçларĕ. Александр Михайлов çемйи те кермен пек илемлĕ çĕнĕ кирпĕч çурт ăшне кĕчĕ. Сергей Степановпа Сергей Романов çемйисем те кирпĕчрен чаплă çуртсем туса лартрĕç. Николай Чугуновăн икĕ хутлă кирпĕч çурчĕ те Çĕнĕ Тăрăн ялне илем кỹрет. Икĕ ялта та хушма çурт тăвакансем сахал мар. Халĕ вутăпа хутмалла мар, кашни çуртах çут çанталăк газĕ ăшăтать. Эпир ялтан аслă çул çине тухнă чух Çĕнĕ Тăрăн ялне шурă кирпĕч тиенĕ КамАЗ автомашина пăрăнса кĕнине куртăмăр. Эппин, кам-тăр çĕнĕ çурт лартасшăн. Тăван яла илем кỹрекенсене, арçын тивĕçне чыслăн пурнăçлакансене мухтассăм килет. "Çурт лартакан çын _ паттăр çын, унăн кăвапи çуралнă çĕрпе çыхăнать", _ тенĕ паллă çĕр ĕçченĕ, халăх академикĕ Терентий Мальцев. Унăн сăмахĕсемпе эпĕ пĕтĕмпех килĕшетĕп.



"Шăмăршă хыпарĕ"
12 июля 2008
00:00
Поделиться
;