Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Улăха антăм, утă çултăм...

ÇАНТАЛĂКПА çапăçаймăн çав: кунсерен тенĕ пек çумăр çуни хресчен чунне ыраттармаллипех ыраттарать. Утă вăхăчĕ вĕт-ха, выльăх апачĕ ытлă-çитлĕ хатĕрлеймесен ĕнене хĕлле мĕн çитерĕпĕр? Çумăрлă çанталăкра та çава сасси илтĕнсе тăрать ялта. Хĕвеллĕ тапхăрта çавăра-çавăра типĕтеççĕ те курăка, васка-васка сарай маччине хăпартаççĕ. Йышпа, эртелпе вăй хурсан ĕç те ỹсĕмлĕ. Ывăнма пĕлмесĕр, ларса канмасăр ĕçлекен чăваш хĕрарăмне пуç тайса тав тăвас килет. Арçынсене те хурласшăн мар-ха эпĕ, çапах та çу кунĕсенче чи йывăр ĕçсем хĕрарăм хулпуççийĕ çине тиеннине никам та хирĕçлеймĕ. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, нумай çул ỹсекен курăксем пирĕн пурĕ 2945 гектар йышăнаççĕ. Хальлĕхе 1200 гектарне çеç çулнă-ха. 460 тонна утă хатĕрленĕ. 400 гектар ытла çулнă курăк çумăр айĕнче йĕпенсе выртать, хуралать. Выртнă лаптăксем те чылай, çулма çав тери кансĕр. Нумай çул ỹсекен курăксем, вăхăтра çулманнипе, хытаççĕ, пахалăхне çухатаççĕ. Кун пек çанталăкра сенаж хатĕрлени çăлăнăç тесе шутлать ял хуçалăх пайĕн тĕп специалисчĕ Вадим Севрюгин. "Бездна" тата "Исток" хуçалăхсем çапла тăваççĕ те. Районĕпе пурĕ 850 тонна сенаж хатĕрленĕ. Шел те, хуçалăхсенче курăка вĕтетекен агрегатсем çитмеççĕ, çĕннине туянма ытла та хаклă. Пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлесен кăна выльăх апачĕ ытларах хатĕрлеме май пулĕ. Черетре _ пĕр çул ỹсекен курăксем. Вĕсем те хуçалăхсенче 1700 гектар ытла. Курăксем пур çĕрте те хỹхĕм çитĕннĕ. Мĕнле çулса пуçтарăпăр вĕсене? Çанталăка шанасси çеç юлать. Хамăрăн та правуртарах, çивĕчрех пулмалла. Илле прарука ятланипе çеç утăллă пулаймăпăр. Обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли те, халăх выльăхĕ валли те çителĕклĕ чухлĕ апат хатĕрлесчĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
09 июля 2008
00:00
Поделиться
;