Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ШĂРПĂК _ АЧА ТЕТТИ МАР!

ÇУЛЛАХИ каникул кунĕсенче республикăра та, хамăр районта та ачасен айăпне пула çулленех пушарсем тухаççĕ. Нумай чухне вут-çулăм пĕчĕккисене хăйсем тĕллĕн хăварнă е никам пăхса тăман вăхăтра алхасать. Вĕсем электроприборсен вилкисене розеткăна чикеççĕ те выляма тухса каяççĕ е шăрпăк илсе картишĕнче, лупас хыçĕнче кăвайт чĕртеççĕ. Урамра пĕчĕк ачасем шăрпăкпа вылянине е вут чĕртнине курсан, аслисен курмăш пулса иртсе каймалла мар. Вĕсенчен шăрпăка туртса илмелли, унпа выляни пысăк хăрушлăх кăларма пултарасси пирки асăрхаттармалла. Ашшĕ-амăшĕн ĕçе каяс умĕн ачасене электроприборсен вилкине розеткăна чикме юраманни çинчен каласа хăвармалла, шăрпăка пĕчĕккисен алли çитмелле мар вырăна хумалла. Республикăри кашни вуннăмĕш пушар ачасем вутпа вылянипе çыхăннă. Пирĕн районта та çулленех çак сăлтавпа 2-3 пушар тухать. Вут-çулăм кил-çурта, хуралтă-мунчана сиенлет. Хăш чухне пушар кỹршĕсене те шар кăтартать. Республикăра ачасем вутра çунса чыхăнса вилнĕ тĕслĕхсем те пулаççĕ. Çитĕннĕ çын пушарта куç хупни _ пысăк инкек, пĕчĕк ача вилни вара темиçе хут пысăкрах трагеди. Шăрпăкпа выляни мĕн патне илсе пыма пултарни пирки ачасене яланах ăнлантарса тăмалла. Вĕсене килте хăйсене тĕллĕн хăварма юрамасть, уйрăмах пĕчĕккисене. 2008 çулхи 6 уйăхра районта 13 пушар тухнă, вут-çулăм кỹнĕ инкек 800 пин ытла тенкĕпе танлашать. Пушарта 3 çыннăн кун-çулĕ татăлнă, 11 объект (строение) пĕтĕмпех çунса кĕлленнĕ, 5-шĕ сиенленнĕ. Пушарсем ытларах уйрăм çынсен хуçалăхĕсенче алхасаççĕ (11 пушар). Пушар çинчен 2-шĕ кăмака-каланкка юсавсăрлăхĕпе, пĕри юриех вут тивертнипе, 2-шĕ вутпа асăрханусăр пулнипе, 8-шĕ(!) электрооборудование пăхса тăмалли тата унпа усă курмалли правилăсене пăснипе çыхăннă. Кăмака-каланкка кăтартнă 2 инкек асăнтăм ĕнтĕ. Вĕсем çитес хутмалли сезонта ан пулччĕр тесен, халĕ, çуллахи ăшă кунсемпе усă курса, кăмака-каланккана хăрăмран тасатмалла, çуркаланнă вырăнсене тăм-хăйăр хутăшĕпе сăтăрса якатмалла, шуратмалла. Кăмака е каланкка кирпĕчĕсем çунса тĕпреннĕ е питĕ кивелсе çитнĕ пулсан, çĕнĕрен купаламалла. Ку ĕçе ăстана чĕнсе илмелле, мĕншĕн тесен ăна пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнса тумалла. Мăрьене те тĕплĕн тĕрĕслемелле, кирлĕ пулсан, юсамалла. Статьяна вĕçленĕ май, çакна кăна калас килет. Пушарсен сăлтавĕсем нумай чухне хамăрăн тимсĕрлĕхпе çыхăннă. Вутпа асăрханусăр пулни пысăк инкекпе вĕçленме пултарать.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
09 июля 2008
00:00
Поделиться