Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Район пуçлăхĕ патне _ хăйсен ыйтăвĕпе

КĂÇАЛХИ пĕрремĕш çур çулта район пуçлăхĕ В.П.Фадеев харпăр-хăй ыйтăвĕпе 111 çынна йышăннă. Валерий Петрович кашни çынпах уççăн калаçнă, вĕсене хумхантаракан ыйтăва май пур таран татса пама тăрăшнă. Район администрацине çырусем те килсех тăраççĕ. Кăçал 85 çыру килнĕ. Пуринчен те ытларах _ Палтиел тата Шăмăршă ял поселенийĕсенче пурăнакансенчен. Çырусенчен ытларахăшĕ (53-шĕ) çурт-йĕр лартма е килти хушма хуçалăха аталантарма çĕр лаптăкĕ ыйтнипе çыхăннă. Аса илтеретпĕр: район пуçлăхĕ тунти кунсемпе шăмат кунсенче граждансене харпăр-хăй ыйтăвĕсемпе йышăнать.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
09 июля 2008
00:00
Поделиться