Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

КĂМĂЛА ÇĔКЛЕÇÇĔ ЮРРИСЕМ

 ШĂМĂРШĂРИ вăтам шкулта вĕренекен Алиса Миронова (ỹкерчĕк çинче) пĕчĕкренех юрлама юратать. Аслă классенче вĕренме пуçласан çак туртăм ăна Шăмăршăри Культура керменĕ çумĕнчи Сергей Кудряшов ертсе пыракан вокалпа инструментсен "Ремикс" халăх ансамбльне илсе çитернĕ. Ансамбльте Алисăн юрлас ăсталăхĕ ỹссех пырать. Унăн репертуарĕнче хальхи эстрада юррисем тĕп вырăн йышăнаççĕ. Солистка районти тĕрлĕ мероприятисене хăйĕн хитре те уçă сассипе илемлетет. Ансамбльпе пĕрле районти ялсен уявĕсене те хутшăнать. Алиса Миронован кăмăла çĕклекен юррисене халăх яланах ăшшăн йышăнать.



"Шăмăршă хыпарĕ"
09 июля 2008
00:00
Поделиться