Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ÇĂКĂРТАН АСЛИ ÇУК

"ÇĂКĂРТАН асли çук", _ тенĕ ĕлĕкренех ваттисем. "Çăкăр пирĕншĕн пĕрремĕш вырăн йышăнать", _ тесен те тĕрĕсрех пулать пулĕ. Ахальтен мар ваттисем Турра та кунсерен: "Паян пурăнăмалăх çăкăр пар пире", _ тесе кĕл тăваççĕ. Çăкăр çисен çын пурăнать, вăл пире вăй парать. Çăкăрсăр апатлансан тăранман пекех туйăнать. Анчах та çăкăр çиес тесен питĕ нумай тар тăкмалла. Çуркунне çĕре сухаласа тырă акса хăвармалла. Хирте сип-симĕс калча шăтса тухать, вăл çăвĕпе ỹсет, хăпарать, кĕркунне вара тулă пуссисем тинĕс пек хумханса лараççĕ. Ытарма çук илемлĕ самант! Унтан тырра вырмалла, çапмалла, сăвăрмалла. Пулнă тулла авăртмалла. Вара тин хатĕр çăнăхран чуста çăрса çăкăр пĕçерме пулать. Чăнахах та ĕçĕ питĕ нумай, çиме _ çăмăл. Ман асанне пĕçернĕ çăкăр пекки ниçта та çук пулĕ. Вăл çисе тăранма çук тутлă, çав тери çемçе. Ун пичĕ _ тин тухнă хĕвел пек, шăрши вара таçта çити сарăлать. "Çăкăртан аслă ан пул!" _ тесе вĕрентнĕ пире мĕн пĕчĕкрен. Ăна упрама, чыслама, тирпейлĕ тытма пĕлесчĕ пирĕн. Мĕн авалтан чи чаплă хăнана çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ, ырлăх-сывлăх суннă чухне çăкăр-тăварлă пулма та суннă. Çăкăртан хакли çук!

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
09 июля 2008
00:00
Поделиться