Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ мĕнле аталанать?

КĂÇАЛХИ пĕрремĕш çур çулта районти хуçалăхсем 184,5 тонна аш (102,9 процент), 1345 тонна сĕт (112,2 процент) туса илнĕ. Кашни ĕнерен вăтамран 2146 килограмм (103,5 процент) сĕт сунă. Мăйракаллă шултра выльăхсем талăкра вăтамран 418-шар, сыснасем 197-шер грамм чĕрĕ ỹт хушнă. Районти хуçалăхсенче хальхи вăхăтра 1162 пуç мăйракаллă шултра выльăх (100,6 процент), 1321 пуç сысна (73,7 процент) шутланать. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта 100 ĕне пуçне 56 пăру (105,7 процент), 100 сысна ами пуçне 520 çура (75,8 процент) илнĕ. Районти дояркăсен ăмăртăвĕнче кашни ĕнерен 2930 килограмм сĕт суса "Исток" ОООри Рада Терентьева мала тухнă. "Карлинская" Агрофирма" ЗАОри Антонина Ильина самăртакан ĕне выльăхсем талăкра вăтамран 760-шар, "Бездна" КФХри Тамара Шикина самăртакан сыснасем 420-шер грамм ỹт хушнă.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
05 июля 2008
00:00
Поделиться