Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Слива, чие, улмуççи _ ялан пулччăр чун уççи

ТИН ТУХНĂ хĕвел хăйĕн ылтăн пайăркисене çĕр çине пĕр шелсĕр сапалать: вăранăр, куçăрсене уçăр _ çут çанталăк чĕрĕлет тенĕнех туйăнать. Чăнах та çапла мар-и вара? Вĕçен кайăксем, авă, пиртен те маларах вăраннă _ унтан та кунтан вĕсен хаваслă сассисем илтĕнеççĕ. Тĕнче вăранни, чĕрĕлни вĕсене те савăнтарать пулĕ çав. Хам ỹстернĕ сад çинелле тинкеретĕп. Кĕçех вăл та хăйĕн çимĕçне кỹрĕ, тăван тавралăха тата ытларах илем кỹрĕ. Йывăçсем те çынсем пекех, вĕсем те чунлă, вĕсен те _ хăйсен ĕмĕрĕ: ỹсеççĕ, ватăлаççĕ, хăраççĕ. Кирлĕ пек пăхмасан вара вĕсен ĕмĕрĕ темиçе çултанах татăлма пултарать. Пĕр сăмахпа, йывăçсем те хăйсене юратнине лайăх туяççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ çынсемпе вĕсен хушшинчи çыхăну ĕлĕкренех уйрăлми тачă пулнă. Ку çапла пулмалла та. Халĕ Чаткаса, тăван тавралăха илем кỹрекен сада эпĕ çирĕм çула яхăн каяллах хам вăйпа лартса чĕртнĕччĕ. Усăсăр, юхăнса выртакан çĕр чĕрене ыраттарни тума хистерĕ çак утăма. Халĕ манăн "Шуçăм" фермер (хресчен) хуçалăхĕн сад пахчи тăватă гектар йышăнать, унта пин тĕп ытла тĕрлĕ сортлă улмуççи çитĕнет, çулсерен пысăк тухăçпа савăнтарать. Йывăçсем _ хăйсене майлă чĕрĕ палăксем. Эпир çут тĕнчерен кайсан та тата чылай çул пурăнĕç вĕсем, хăйсене лартакансене тав туса малашне те хунав çумне хунав хушса кашлĕç, пирĕн хыççăн килекен çĕнĕ ăрăва савăнтарĕç. Манăн сад та _ ман хыççăн юлакан чĕрĕ палăк мар-и вара? Паллах, савăнтарать-ха çакă, çав вăхăтрах пăшăрхантараканни те çук мар. Те тĕрĕс ку е çук _ тавлашмастăп: районта халĕ садсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ çичĕ гектартан та иртмест, теççĕ. Ытла та сахал-çке çакă. Кунта, тен, сакăр вуннăмĕш çулсен ахрăмĕ те хăй йĕрне хăварчĕ пулмалла: ун чух, шартлама сивĕсене пула, улма-çырла йывăççисем питĕ нумай шăнса пĕтрĕç, çакăн хыççăн текех вăй илеймерĕç. Садсене çĕнĕрен чĕртес текенсем вара тупăнсах каймарĕç. "Ыттисене кирлĕ мар-тăк, мана кирлĕ-ши?" _ текен шухăшран хăпаймастпăр çав эпир. Ыттисене ăмсанас, ура хурас туртăм та сĕвĕрĕлсе пĕтмест-ха пирте. Çакна эпĕ хам лайăх пĕлетĕп. Юрĕ, ку _ урăх сăмах. Садсем лартса чĕртни _ калама çук ырă, пархатарлă ĕç. Çак тĕллеве пурнăçа кĕртме патшалăх та пулăшма хирĕç мар. Сăмахран, фермер (хресчен) хуçалăхĕсем улма-çырла йывăççисемпе тĕмĕсене лартса ỹстерме, сад ĕрчетме сакăр çуллăха çăмăллăхлă кредит илме пултараççĕ. Çавăн пекех, 50 гектар сад ĕрчетсен, патшалăх пĕтĕм тăкаксене хăй шутĕнчен саплаштарма хатĕр. Паллах, кашниех çакăн чухлĕ сад çитĕнтерме, пăхса тăма вăй çитереймĕ. Анчах та çакна шута илни вырăнлă пек: пысăкки яланах пĕчĕкрен пуçланать-çке. Апла пулсан, пĕчĕк лаптăках вăй çитнĕ таран малалла пысăклатса пыма пулать. Мĕн каласшăн эпĕ юлашкинчен? Çакна çеç: атьăр-ха кăçалхи кĕркунне улма-çырла йывăçĕсемпе тĕмĕсене ытларах лартса хăварар. Хăш-пĕр ялсенче пулсан мĕн куратăн-ха: хăшĕсен пахчисенче çимĕç паракан пĕр йывăç-тĕм те çук вĕт. Кун пекки текех ан пултăрччĕ, ялсене малашне садсем илем кỹччĕр: çуркунне шап-шурă тумпа, кĕркунне тулăх улма-çырлапа савăнтарччĕр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
05 июля 2008
00:00
Поделиться