Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Хаваслă ачалăхăн савăнăçлă саманчĕ

КАНИКУЛ пуçлансанах Шăмăршăри вăтам шкулта çуллахи ĕçпе кану лагерĕ ĕçлеме пуçланă. "Хĕвел" лагере харăсах 60 ача çỹрерĕ. Вĕсене тăватă отряда уйăрнă. Кашни отряд хăйĕн валли девизне, ятне, юррине шутласа тупнă. Акă, 1 отряд "Непоседы" ятлă (воспитателĕсем И.Львовăпа Е.Убасева вĕрентекенсем), 2 отряд _ "Мастерята" (И.Ухваркинăпа И.Степанова), 3 отряд _ "Дружные ребята" (М.Шамеевăпа И.Корчакова), 4 отряд _ "Спрайт" (Н.Абрамовăпа В.Кузьмина). Тăватă отряд та хăйсен проекчĕпе ĕçлерĕç, кану кунĕсене хаваслă та интереслĕ ирттерме тăрăшрĕç. Тĕрлĕ мероприятисемпе, ăмăртусемпе, конкурссемпе пуян пулчĕç лагерьти кунсем. "Хаваслă стартсем", "Лагерь мисĕ", "Çуллахи çĕнĕ çул" вăйă-конкурссем пур ачан кăмăлне те кайрĕç, вĕсене пĕр ача та хутшăнмасăр хĕрринче тăрса юлмарĕ. Чи асра юлаканни вара лагере çỹренĕ вĕренекенсемшĕн _ ачасен "Акатуйĕ". Ăна лагерь ертỹçипе Н.Милюшкинăпа отряд воспитателĕсем вăрманта ирттерчĕç. Çак уяв капла Акатуйран нимпех те уйрăлса тăмарĕ, кунта лайăххисене палăртрĕç, юрларĕç, ташларĕç, спорт вăййисене хутшăнчĕç. Ачасен Акатуйне салам сăмахĕпе Н.Милюшкина уçрĕ. Ачасемпе ашшĕ-амăшне, хăнасене (вĕсем _ Шупашкартан лагере тĕрĕслеме килнĕ представительсем тата райадминистрацин вĕрентỹ, культура тата çамрăксен политики пайĕн методисчĕ Г.Кудрявцева пулчĕç) саламласа, уявра хаваслăрах пулма савăк кăмăл сунчĕ. Ун хыççăн хăнасем сăмах каласа саламларĕç. Шăмăршă шкулĕнче тĕрлĕ наци ачисем вĕреннĕрен уявра турипе анат чăвашсен юрри-ташшисем, вырăссемпе ирçесен сăвви-кĕввисем янăрарĕç. Ачасем асăннă халăхсен йăли-йĕркине туллин уçса пама тăрăшрĕç. Ачасене савăнтарса ярмăркка та ĕçлерĕ. Унта, паллах, хаклă тавар сутăнмарĕ, анчах пылак апат-çимĕçпе улма-çырла, сувенир пайтах пулчĕ. Вĕсене туянас тесен вара вĕренекенсен спорт ăмăртăвĕсенче, конкурссенче çĕнтерсе ятарласа хатĕрленĕ укçана тивĕçмелле çеç пулчĕ. Хаваслă Акатуй уяв апачĕпе вĕçленчĕ. Çак уяв ачасене пурне те килĕшрĕ. Вăл нумайлăха вĕсен асĕнче юлĕ. Лагере çỹрекенсем республикăн тĕп хулине Шупашкара та экскурсие кайса килнĕ. Унтан та вĕсем пысăк хавхаланупа таврăннă. Хăйсен лагерь ертỹçипе воспитателĕсене кану кунĕсене çакăн пек хаваслă ирттерме пулăшнăшăн тав тăваççĕ. Нумай мар, пĕр уйăха çеç тăсăлнă вĕсен лагерьти вăхăчĕ, анчах аса илĕвĕпе савăнăçĕ шкул парттисем хушшине ларсан та часах манăçмĕç-ха. Хăйсем курнине, пĕлнине вĕсем юлташĕсене, кĕçĕн шăллĕ- йăмăкĕсене каласа парĕç, вĕсем умĕнче мăнаçланĕç. Ара пултăрах, хаваслă ачалăх савăнăçлă та интереслĕ ирттĕрех.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
05 июля 2008
00:00
Поделиться