Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Халăх сывлăхĕшĕн тăрăшса

2005 ÇУЛТА Шăмăршă районĕн тĕп больници çумĕнче пĕтĕмĕшле практика врачĕсен уйрăмĕ (малтан ăна çемье врачĕн офисĕ тетчĕç) уçăлни районти сывлăх сыхлавĕн историйĕнче хăйне евĕр паллă событи пулса юлчĕ. Вăл райцентрта пурăнакансене _ 18 çултан пуçласа чи ватă ветерансем таранах _ медицинăн тĕрлĕ енлĕ пулăшăвне парса тăрать. Уйрăмри медицина ĕçченĕсем пациентсене яланах ăшшăн йышăнаççĕ. О.В.Полковниковапа Е.Н.Мандрюкова çамрăк врачсем чирлисене тивĕçлĕ диагноз лартаççĕ, сиплев курсне палăртаççĕ. Чир йывăрлăхне кура, пĕрисем тĕп больницăн стационарĕнче сипленме направлени илеççĕ, теприсем çак уйрăмăн кăнтăрлахи стационарĕнче сипленеççĕ (кунта 3 койка-вырăн пур). Кунсăр пуçне уйрăмра "Килти стационар" меслечĕпе те ĕçлеççĕ _ врачсемпе медсестрасем пĕччен ватăсемпе хавшак сывлăхлă пенсионерсен килĕсене çитеççĕ, сиплев курсне ирттереççĕ. Бюллетень илсе килти условисенче сипленекенсем те яланах медработниксен тимлĕхĕнче. Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсемпе инваличĕсем _ вĕсем пурĕ 13-ĕн _ уйрăмах пысăк тимлĕхре тăраççĕ, кирлĕ пулсан, вĕсене республикăри госпитальте е санаторире сипленме направлени çырса параççĕ. Афганистанри тата Чечня Республикинчи "вĕри точкăра" службăра пулнисене врачсем патшалăх çăмăллăхĕсемпе тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Вăраха кайнă чир-чĕрсемлĕ çынсене планпа килĕшỹллĕн сиплесе пыраççĕ. _ Раççей Федерацийĕн "Сывлăх" Наци проекчĕпе килĕшỹллĕн пыракан, В гепатитран сыхланма май паракан прививка мероприятийĕсене те активлă хутшăнатпăр эпир, _ каласа пачĕ пĕрремĕш категориллĕ врач О.В.Полковникова. _ Май уйăхĕнче 35 çул таранчченхи çынсене прививка турăмăр. Июльте вара районти ытти медработниксемпе пĕрле 55 çул таранчченхи çынсене прививка тума пуçлатпăр. О.В.Полковниковапа Е.Н.Мандрюкова врач ĕçĕнче 1997 çултанпа тăрăшаççĕ. Вĕсене Н.К.Борисовапа А.А.Филиппова медсестрасем пулăшса пыраççĕ. Процедурăсен пỹлĕмĕнче А.М.Младшева, физиотерапи кабинетĕнче А.Н.Сенатова медсестрасем вăй хураççĕ. Медсестрасем пурте ĕçре пуян опыт пухнă _ 15-25 çул ытла ĕçлеççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
05 июля 2008
00:00
Поделиться