Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çумăр чăрмантарать пулин те

ТАХÇАНТАНПАХ çуса тăракан çумăр ял çыннине хытă пăшăрхантарать. Уйрăмах выльăх апачĕ хатĕрлеме йывăр. Хăш-пĕр хуçалăхсенче çулнă курăк çумăр айĕнче йĕпенсе выртать, юрăхсăра тухас хăрушлăх пур. Çав вăхăтрах районта ырă тĕслĕх те сахал мар. Акă, "Мир" ЗАОра уяр çанталăкра 125 гектар çинчи нумай çул ỹсекен курăксене çулнă, лайăх типĕтсе пухса кĕртнĕ. 130 тоннăна яхăн утта склада упрама хунă, 60 тонна халăха ĕçшĕн валеçнĕ. Утă çулнă çĕрте Мерванпа Рафик Фахрутдиновсем пысăк хастарлăх кăтартнине палăртмалла. Трактор кĕреплипе Д.Ибрагимов утта тирпейлĕ пуçтарнă, М.Невметов преслакан агрегата тухăçлă ĕçлеттернĕ. Хирти утта склада турттарнă çĕрте Ф.Куропаткинпа В.Паймин водительсем тăрăшуллăх кăтартнă. Çанталăк уяртсан, хуçалăхра утă хатĕрлес ĕç малалла тăсăлĕ. Çавăн пекех сенаж хывма та палăртнă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
05 июля 2008
00:00
Поделиться