Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çул-йĕр сарăлать _ ял илемленет

ЧĂВАШ Республикинче 2006-2010 çулсенче тата 2025 çулчченхи тапхăрта автомобиль çулĕсене тĕпрен çĕнетсе лайăхлатмалли Программа палăртнă. Николай Федоров Президент "Чăваш Республикин автомобиль çулĕсене тăвассине хăвăрт вĕçлес енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен" Указ йышăннă. Унăн тепĕр паллă Указне те палăртса хăвармалла: ку вăл "Чăваш Республикинчи хула округĕсен урамĕсемпе çулĕсене аталантарассине хăвăртлатасси çинчен". Çак программăсене Чăваш Енре мĕнле пурнăçлани çинчен пирĕн корреспондента ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ, хула строительствипе общество инфратытăмĕн аталанăвĕн министрĕ Александр ГОНЧАРОВ каласа панă.

_ Республика ертỹçисем çул-йĕр строительствин ыйтăвĕсемпе тимлĕ ĕçлеççĕ, _ палăртнă вăл.

 _ Пурте усă куракан автомобиль çулĕсем тăвас, ялсене хытарса тунă çулпа çыхăнтарас ыйту уйрăмах тĕп вырăнта. Президент Указĕнче çак ĕçе 2009 çулта вĕçлеме палăртнă. Çапла вара Чăваш Енре кĕске хушăра ялсем патне 1000 километр хытарса тунă çул хываççĕ. Пурĕ 486 ялта пурăнакансем валли транспортпа шанчăклă çỹреме çирĕп çул пулать, вĕсем федераци, муниципалитет пĕлтерĕшлĕ аслă çулсемпе çыхăнтараççĕ. Муниципалитет район администрацийĕсем тата çул-йĕр организацийĕсем çине тăнипе иртнĕ икĕ çулта сахал мар ĕç тунă. 2006-2007 çулсенче çул-йĕр строительстви валли бюджет тата инвестици укçи-тенкине 4,1 миллиард тенкĕ хывнă, 275 ял патне 458 километр хытарса тунă çул хывнă. Кăçал 211 яла асфальт сарнă çул çитермелле, çавна валли 3,6 миллиард тенкĕ уйăраççĕ. Çул-йĕр тăвас енĕпе палăртса хунă ĕçсем вĕçлениччен çур çул юлчĕ. "Паян çирĕппĕнех çапла калама пулать: Николай Федоров йышăннă тĕллевсем ăнăçлă пурнăçланаççĕ", _ тенĕ министр. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, ялсене çулсем хывни муниципалитет тытăмĕсен çул-йĕрне тытса тăма тата юсама чылай çăмăллатать, вырăнти бюджетсен укçи-тенки перекетленет. Çавна шута илсе ЧР Правительстви муниципалитет тытăмĕсене укçа-тенкĕпе пулăшма йышăннă, унпа вĕсем ялти тата урамсенчи çул-йĕре тытса тăма, юсама усă курĕç. Кăçал çав тĕллевпе республика бюджетĕнчен ял тăрăхĕсен бюджетне 100 миллион тенкĕ ытла субсиди уйăраççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
05 июля 2008
00:00
Поделиться