Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Юхрĕ юрă янраса...

КАМ юрлама-ташлама пуринчен те маттуртарах? Кам ывăнма пĕлмесĕр савăнма пултарать? Паллах, çамрăксем: яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç. Ĕненместĕр-и? Енчен те эсир районти Культура керменĕ умĕнче иртнĕ "Çамрăк сасăсем" фестивале килсе курнă пулсан пĕр сăмахсăрах манпа килĕшнĕ пулăттăрчĕ. Хĕрсемпе каччăсем ывăнма пĕлмесĕр хаваслă юрă-кĕвĕпе ташларĕç, конкурссантсене хыттăн алă çупса саламларĕç. Раççей çамрăкĕсен кунне халалласа районта çулленех "Çамрăк сасăсем" фестиваль иртет. Унта юрă хыççăн юрă шăранать. Вĕсене çĕнĕрен те çĕнĕ çамрăк юрăçсем юрлаççĕ. Çакă фестивале нумай улшăну кĕртсе унăн сăнне, тытăмне ылмаштарать. Куракансене те савăнтарать. Çавăнпа пулĕ жюри членĕсене çĕнтерỹçĕсене палăртма пĕрре те çăмăл пулмарĕ. Ара, кашниех чуна пырса тивмелле юрлама тăрăшать-çке. Кĕввине кура тата еплерех хусканусем тăваççĕ конкурса хутшăнакансем? Ытараймасăр, куç илмесĕр пăхса тăратăн-çке. "Çамрăк сасăсем" фестиваль Гран-прине Олеся Малеева тивĕçрĕ. Вокал ансамблĕсем хуш шинче пĕрремĕш вырăнта кивĕчукалсен, иккĕмĕшĕнче _ чукалсен, виççĕмĕшĕнче _ асанкассисен ансамблĕсем. "Автор-юрăçăсем" номинацире Сергей Кудряшов (районти Культура керменĕн ĕçченĕ) çĕнтерчĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче _ Олеся Малеевапа Павел Терентьев (иккĕшĕ те Кивĕ Чукал ял поселенийĕнчен). "Соло-вокал" номинацире (кăçал вăл икĕ ушкăна пайланса иртрĕ) специалистсем хушшинче Павел Терентьев (Кивĕ Чукал) çĕнтерчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Карапай Шăмăршăри Елена Степановапа Кивĕ Чукалти Ольга Карзанова йышăнчĕç. Тепĕр ушкăнта вара малти вырăнсене Анна Заказова (Чукал) Энже Мусеева (Палтиел), Алена Тимошкина (Асанкасси) пулчĕç. Çĕнтерỹçĕсене район администрацийĕн вĕрентỹ, культура тата çамрăксен политики пайĕн грамотисемпе тата хаклă парнесемпе чысларĕç. Фестиваль вĕçленсен те нумайччен юрă-кĕвĕ шăпланмарĕ Шăмăршăра. Çамрăксем хăйсен кунне хаваслă та интереслĕ ирттерчĕç тесе калама пулать.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
02 июля 2008
00:00
Поделиться