Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ШĂМĂРШĂСЕМ - çĕнтерỹçĕсем

РАЙОНТИ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче йĕркеленнĕ "Колосок" команда çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ туса савăнтарать. С.Хафизов тренер тăрăшнипе республикăра иртнĕ "Сăран мечĕк" турнирта 1997-98 çулсенче çуралнă ачасенчен тăракан команда Красноармейскинче Йĕпреçри "Штурмран" выляса илсе чемпион пулса тăнă. Турнирта Эдуард Кузьмин çамрăк футболист чи нумай гол кĕртекенĕ пулнă. Малалла вара пирĕн футболистсен Пушкăрт Республикин тĕп хулинче Ĕпхỹре иртекен (июлĕн 10-17-мĕшĕсенче) Атăлçи федеральнăй округĕн зонăри турнирĕнче вылямалла пулать. "Колосокăн" кĕçĕн командине унтан та çĕнтерỹпе таврăнма сунатпăр. "Колосок" командăн аслă ушкăнĕ те çитĕнỹпе савăнтарчĕ. 1993-94 çулсенче çуралнă ачасенчен тăракан команда Çĕмĕрле хулинче пулнă "Сăран мечĕк" турнирта иккĕмĕш вырăн йышăннă. С.Хафизов вăйăсенче уйрăмах пысăк хастарлăхпа вылянă Р.Низамов вратаре, А.Хафизов çурма хỹтĕлевçе тата А.Захаров тапăнса вылякана палăртса хăварчĕ. Республикăри "Сăран мечĕк" турнир вĕçленнĕ хыççăн çакна калама пулать, Шăмăршăри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн виçĕ "Колосок" команди (кĕçĕн, вăтам, аслă ушкăн командисем) хăйне лайăх енчен кăна кăтартрĕ. Пирĕн футболистсем виçĕ ушкăнра та республика финалне тухнă пĕртен-пĕр район команди. Сергей Анатольевич вара республика турнирне командăсене лайăх хатĕрленĕшĕн Диплома тивĕçнĕ. Маттур, çамрăк футболистсем тата тренер!



"Шăмăршă хыпарĕ"
02 июля 2008
00:00
Поделиться