Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Каллех _ çỹп-çап ыйтăвĕ...

ИЮНĔН 27-мĕшĕнче Шăмăршă районĕнчи санитарипе эпидемиологи комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унта производство тата йăла каяшĕсене пуçтарас, турттарса тухса тата сиенсĕрлетес тĕлĕшпе мĕнле ĕçлени çинчен ыйту пăхса тухрăмăр. Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕпе район прокуратори ирттернĕ пĕрлехи рейдсем кăтартса панă тăрăх, районта тирпей-илем тăвас ыйту çав-çавах çивĕч тăрать-ха. Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем ялсене çỹп-çаппа тĕрлĕ тасамарлăхран тасатмалли схема та туса хатĕрлемен, санитарипе эпидемиологи пĕтĕмлетĕвне тутармасăрах свалкăсем йĕркелеççĕ. Йăлара усă курнă хыççăн юлакан каяшсене централизациленĕ майпа турттарса тухмаççĕ, çавна май ял çыннисем çул хĕррисемпе çырма-çатра таврашĕнче саккунсăр свалкăсем уçнă. Кун пек тĕслĕхсене Карапай Шăмăршă, Анат Чаткас, Пăчăрлă Пашьел тата Палтиел ял поселенийĕсен территорийĕсенче тупса палăртнă. Район центрĕнче йăлари хытă каяшсене "Коммунальник" МУП турттарса тухать. Анчах та çак предприятин хăрушă каяшсене турттарса тухса сиенсĕрлетме ирĕк паракан лицензи те çук. Полигонри санитари лару-тăрăвĕ те тивĕçлĕ шайра мар: территорие карта тытса пỹлмен, территорирен тухакан ятарлă транспорта дезинфекци тумалли бетон сарнă площадка та туман. Районта медицина каяшĕсене турттармалли, упрамалли тата утилизацилемелли ятарлă система та çук. Çỹлте асăннă çак тата ытти çитменлĕхсене палăртса, санитарипе эпидемиологи комиссийĕ ответлă çынсене производствăпа йăла каяшĕсене пуçтарас, турттарса тухас тата сиенсĕрлетес тĕлĕшпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнма хушса хăварчĕ. Предприятисемпе организацисен ертỹçисен производство тата йăла каяшĕсене турттарса тухас тĕлĕшпе пĕр тăхтаса тăмасăр "Коммунальник" МУПпа килĕшỹ тумалла.



"Шăмăршă хыпарĕ"
02 июля 2008
00:00
Поделиться