Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çунана çулла хатĕрлемелле

ТУНТИ КУН район администрацийĕнче иртнĕ анлă канашлура район пуçлăхĕ В.П.Фадеев тĕрлĕ структурăсен ертỹçисене итлерĕ. Çулталăкăн иккĕмĕш кварталĕ вĕçленнĕ май, тунă ĕçсене пĕтĕмлетме те вăхăт. "Коммунальник" МУП пурăнмалли çурт-йĕре хĕле хатĕрлес тĕлĕшпе мĕнле ĕçлет? Тасатакан сооруженисене мĕн сăлтавпа тулли хăватпа ĕçлеттерейместпĕр? Шăмăршă-Баскак çула тăвасси мĕншĕн юлса пырать (бюджетран уйăрнă 4 миллион тенкĕрен пĕр тенки те катăлман-ха)? Çак тата ытти ыйтусене çивĕч лартнă май, район пуçлăхĕ ертỹçĕсене ответлăха çирĕп туймалли пирки тепĕр хут аса илтерчĕ. Çỹлтен укçа уйăрса парасса çеç кĕтсе ларнипе нумай мала каяймăн. Пуçаруллă, хăюллă пулмалла паянхи ертỹçĕсен. Юптарури Шăрчăк тус пек çу кунĕсене "юрласа" çеç ирттерни, ылтăн пек вăхăта çухатни хака ларма пултарать. Утă çуласси кая юлать ТЕ çанталăк айăплă кунта, те хамăр кахалланатпăр _ районта выльăх апачĕ хатĕрлесси ерипен пырать. Хальлĕхе хуçалăхсем 550 гектар çинчи нумай çул ỹсекен курăксене çулнă, 240 тонна (25 процент) утă, 600 тонна (35 процент) сенаж хатĕрленĕ. Синоптиксем уяр çанталăк пуласса шантараймаççĕ, çавăнпа та хĕвеллĕ кашни кунпа туллин усă курмалла. Выльăх апатне ытлă-çитлĕ хатĕрлесен çеç район умри тĕллевсене ăнăçлă пурнăçлама пултарĕ. Тыр-пул пуçтарса кĕртмелли тапхăр та çывхарать. Хальлĕхе вырмана хатĕрленес ĕç çителĕксĕр пулса пырать -ха. Хуçалăхсенче юсавсăр комбайнсем сахал мар, хăш-пĕр сортировкăсем патне те çын алли пырса перĕнмен.



"Шăмăршă хыпарĕ"
02 июля 2008
00:00
Поделиться