Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çамрăксен Спартакиади

ÇАМРĂКСЕН кăмăлне кура çанталăкĕ вылянчăк пулчĕ çав кун. Кăнтăрлаччен хĕвел ăшшине сапаларĕ, варкăш çилĕ тĕрлĕ тĕслĕ ялавсене вĕлкĕштерчĕ. Каярах вара хĕрсе пыракан çамрăксене "лĕплентерсе" çумăра ячĕ. Çамрăксен спорт уявĕ икĕ хĕрпе икĕ каччăран йĕркеленĕ эстафетăпа пуçланчĕ. Финиша чи малтан ял поселенийĕсен командисем хушшинче карапайшăмăршăсен туслă команди, организацисем, предприятисем, учрежденисем хушшинче Шăмăршăри шкул команди çитрĕç. Иккĕмĕшсем _ палтиелсемпе районти тĕп больница команди, виççĕмĕш _ анатчаткассем. Кăткăс та интереслĕ ăмăртусенчен тепри вĕрен туртса вăй виçесси пулчĕ. Ултă çамрăкран тăракан командăсем шăлĕсене çыртса тапаçланчĕç. Ял поселенийĕсем хушшинче пĕрремĕш вырăнта _ Анат Чаткас çамрăкĕсем, иккĕмĕш _ чукалсем, виççĕмĕш _ палтиелсем. Организацисем, предприятисем, учрежденисем хушшинче малти виçĕ вырăна Шăмăршă шкулĕ, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ, районти тĕп больница йышăнчĕç. Мечĕк хыççăн чупма кăмăллакансем мини-футболла вылярĕç. Ăнăçлă вылякан командăсем анатчаткассем, палтиелсем, васансем (ял поселенийĕсем хушшинче), ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ, районти тĕп больница, Шăмăршă шкулĕ (предприятисем, организацисем хушшинче). Волейбол турнирĕнче ял поселенийĕсем хушшинче пĕрремĕш вырăна Анат Чаткас ял поселенийĕн команди тухрĕ. Организацисем, предприятисем, учрежденисем хушшинче çĕнтерỹçĕ Шăмăршă шкулĕ пулчĕ. Армспортра вара пурте вăй виçрĕç. Вĕсем сахалăн пулмарĕç. Хĕрарăмсен ушкăнĕнче пĕрремĕш _ Н.Храмова (Чукал), иккĕмĕш _ Е.Исметова (Васан), виççĕмĕш _ Ф.Шейдуллова (Палтиел). Каччăсемпе арçынсем хушшинче çаксем палăрчĕç: П.Храмов (Чукал) _ пĕрремĕш, Ш.Алимов (районти тĕп больница) _ иккĕмĕш, И.Габейдуллов (Палтиел) _ виççĕмĕш. Спартакиадăна пĕтĕмлетсен, малти вырăнсене ял поселенийĕсем хушшинче Анат Чаткас, Палтиел, Васан ял поселенийĕсен командисем çĕнсе илчĕç. Организацисем, предприятисем, учрежденисем хушшинче вара пĕрремĕш вырăнта _ Шăмăршă шкулĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш _ районти тĕп больницăпа ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн командисем.


"Шăмăршă хыпарĕ"
02 июля 2008
00:00
Поделиться