Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çамрăк амăшĕсен конкурсĕ

 КИВĔ ЧУКАЛ ял поселенийĕн библиотекинче "Хĕрарăмсен çепĕçлĕхĕпе чеченлĕхĕ çинчен" ятпа интереслĕ диспут иртнĕ. Унта ялти çамрăк амăшĕсем хĕр арăмсен проблемисене сỹтсе явнă. Фельдшерпа акушер пункчĕн акушерки Евгения Албутова амăшĕсен ыйтăвĕсем çине тулли хуравсем панă. Ирина Чамеева библиотекарь Н.М.Хадаковăн "Молодым супругам" кĕнекин тишкерĕвне тунă. Мероприятие вĕçлесе, хĕр арăмсем тĕрлĕ енлĕ конкурсра ăмăртнă. Татьяна Лубошнова конкурс çĕнтерỹçи пулса тăнă, приза тивĕçнĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
02 июля 2008
00:00
Поделиться