Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çĕнĕ Тăрăн хĕрне _ Патшалăх премийĕ

ЧĂВАШ Республикин Президенчĕ çумĕнчи Çамрăксен патшалăх премийĕсем енĕпе ĕçлекен комиссин сĕнĕвĕсене пăхса тухса, Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров "Чăваш Рсепубликин 2007 çулхи Çамрăксен патшалăх премийĕсене парасси çинчен" Указа алă пуснă. Сумлă наградăна кăçал тăватă çамрăк тивĕçнĕ. Вĕсенчен пĕри _ пирĕн районти Çĕнĕ Тăрăн ялĕн хĕрĕ, хальхи вăхăтра ЧР Аслă судĕнче ĕçлекен Любовь Чугунова. Люба республикăри "Тантăш" хаçатра çамрăксен политикин ыйтăвĕсене лайăх çутатнăшăн патшалăх премине тивĕçнĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
02 июля 2008
00:00
Поделиться