Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Сыхланакана Турă сыхлать

ÇУ кунĕсем шăрăх тăраççĕ. Вăраха кайнă чирпе аптракансен кăна мар, сывă çынсен те кун пек çанталăкра асăрхануллă пулмалла. Ăсчахсем çирĕплетнĕ тăрăх, хĕвелĕн тỹрремĕн ỹкекен пайăрки айĕнче çур сехет пулнипех этем кĕлетки 3,3 литр шыв вĕретмелĕх ăшă илет. Çак хăват пĕтĕмпех пуç çине "тиенет" вĕт. Хĕвел çапнине ахальтен мар кĕтмен пулăм теççĕ. Асăннă инкек чылай чух çилсĕр, хĕвеллĕ кун, хăйăр çинче хĕртĕнсе выртмасăрах е пахчара çум çумласа ывăнмасăрах, çапса ỹкерме пултарать: хĕвел питтинче канса ларнă вăхăтра, уçăлса çỹренĕ чух сăмахран. Хăйне лайăх туйнă çын самантрах халсăрланать, унăн куçĕ умĕнче тĕрлĕ тĕслĕ çаврашка явăнма пуçлать, пуçĕ çаврăнать, ăшĕ пăтранать. Ĕнсе хыçĕ ыратма тытăнать. Çак паллăсем çын ытлашши хĕртĕнсе кайни, васкавлă мера йышăнма кирли пирки систереççĕ. Пĕр тăхтамасăр сулхăна куçмалла, тумтире вĕçертмелле е хывмалла, пуç çине сивĕ шывпа йĕпетнĕ татăк, алă айĕнче пăрлă грелка пур тăк ăна, хумалла, минерал шывĕ ĕçмелле. Çын тăн çухатсан ăна аяк çине вырттармалла, "Васкавлă пулăшу" чĕнмеле. Хĕвел çапни ултавлă тата, унăн палăрăмĕ 6-8 сехетрен те сисĕнме пултарать. Тепĕр чух шăрăх та хĕвелсĕр çанталăкра, уçăлтарса тăман çĕрте, вĕрире те çын аптăраса ỹкет. Сăлтавĕ _ ăшă çапни. Хĕвел аптратсан пуç мими нуша курать тăк, иккĕмĕш тĕслĕхĕнче _ пĕтĕм ỹт-пỹ хĕрсе каять. Кун пек самантра васкавлă пулăшу памалла (çỹлерех илсе кăтартнă пекех), унсăр пуçне тĕп юн тымарĕсен _ пĕçĕ, хул ай, мăй _ тĕлне сивĕ шыв тултарнă савăта 15 минутлăх хумалла, унтан 15-20 минутлăх илмелле те каллех тытмалла. Хĕвелпе пиçсе кайни унăн пайăркисем хỹтĕлемен ỹт çине тỹртен лекнипе çыхăннă. Вĕсем 10-16 сехетсенче уйрăмах активлă, çавăнпа асăннă вăхăтра хĕртĕнме сĕнмеççĕ. Инкеке лекрĕр тĕк сулхăна куçăр е пỹлĕме кĕрĕр. Сиенленнĕ вырăна сивĕ шывпа çуса илĕр. Температура хăпарсан, ăш пăтрансан е хăсас килсен "Васкавлă пулăшу" машинине чĕнмелле, ỹт хăмпăлансан тухтăр патне каймалла.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
28 июня 2008
00:00
Поделиться