Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Кĕске хыпарсем

 

ИЮНĔН 23-мĕшĕнче Карапай Шăмăршă ял поселенийĕн команди республикăри ял поселенийĕсен Йĕпреçре пулса иртнĕ II Спартакиадине хутшăннă, спортăн темиçе енĕпе те пултаруллă пулнине кăтартса панă. Ялти çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Галина Григорьева, сăмахран, кĕвентепе шыв йăтса чупнă чух иккĕмĕш вырăн йышăннă. Карапайсем кире пуканĕ йăтассипе, хăйăр тултарнă михĕ йăтассипе тата ытти ăмăртусенче те палăрнă. ххх

 

ÇУЛЛАХИ каникул кунĕсенче Шăмăршăри вăтам шкул çумĕнчи лагере çỹрекенсем тăван çут çанталăк ытамĕнче ытларах пулма тăрăшаççĕ. Çак кунсенче вĕсем "Чăваш вăрманĕ" наци паркне кайса "Шурă хурăн уявне" ирттерчĕç. Наци паркĕн аслă наука сотрудникĕ В.П.Мулендеев ачасене хурăн йывăççи çинчен питĕ интереслĕ каласа пачĕ. Ачасем хурăна тĕрлĕ тĕслĕ хăюсемпе илемлетрĕç, алла-аллăн тытăнса йывăç тавра юрласа çаврăнчĕç, вырăс халăхĕн ĕлĕкхи вăййисене вылярĕç. Салтаксен стройне 30 çамрăк тăнă _ ÇУРХИ призыв Чăваш Республикин çар комиссариачĕн нарячĕпе килĕшỹллĕн тата чăрмавсемсĕр пырать, _ терĕ пирĕн корреспондента Патăрьелпе Шăмăршă районĕсен çар комиссариачĕн 2-мĕш уйрăмĕн начальникĕ В.Н.Фадеев капитан. _ Шăмăршă районне уйрăммăн илсен, паянхи кун тĕлне 30 çамрăка çар службине ăсатнă. Василий Николаевич каланă тăрăх, службăна каяссинчен пăрăнса юлас текенсем çук. Призыв июлĕн 2-мĕшĕнче вĕçленмелле.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
28 июня 2008
00:00
Поделиться