Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ХАÇАТСĂР ЮЛАН _ ТУСНА ÇУХАТАН...

РЕДАКЦИЕ çак кунсенче хаçатăн тахçанхи тусĕ, Кивĕ Чукалти ĕç ветеранĕ А.В. Чурбанов кĕрсе тухрĕ. _ Эпĕ район хаçатне çырăнса илмен çынсенчен питĕ тĕлĕнетĕп, _ терĕ Александр Васильевич. _ Нивушлĕ пĕр хыпар пĕлмесĕр, "сарафанлă радио" çине кăна шанса пурăнас килет вĕсен? Çырăнтару хакĕ тем чул пысăк мар вĕт-ха, ĕçкĕ-çикĕре темиçе хут ытларах тăкаклатпăр. Пурнăçпа тан пырас тесен, "Шăмăршă хыпарне" çырăнмаллах! Александр Васильевичпа пĕр шухăшлă çынсем чылай пулни пире савăнтарать. Çав вăхăтрах районта хаçатсăр пурăнакан çемьесем те нумаййи пăшăрхантарать. Вун пилĕк _ çирĕм çул каялла хаçат тиражĕ 3600-3800 экземпляра çитнĕ пулсан, халĕ 1600 экземпляртан та кăшт çеç иртет. Кăçалхи иккĕмĕш çур çулхи кăтартусене тĕплĕн пĕлейместпĕр-ха, мĕншĕн тесен çыхăну уйрăмĕ Елчĕкре вырнаçнипе çырăнтару ĕçне контроллесе тăма питех те йывăр. Ялсенчи çыхăну уйрăмĕсенче ĕçлекенсемпе калаçнă хыççăн çакă палăрчĕ: шел пулин те, учительсемпе культработниксем, сывлăх хуралĕн ĕçченĕсем, тĕрлĕ шайри ертỹçĕсем хушшинче район хаçатне çырăнманнисем нумай-ха. Вĕсем юлнă кунсенче çырăнма тăрăшĕç-ши? Е: "Эпир ахаль те шутсăр ăслă", _ теççĕ-ши? "Район хаçатне çырăнманнине эпĕ район пурнăçĕ çине алă сулнипе танлаштаратăп, _ хăйĕн шухăшне палăртрĕ пирĕн çывăх тусăмăр, вун-вун статья авторĕ М.И.Захаров. _ Нимĕн те пĕлес килмесен, пурнăçăн илемĕ те çук вĕт-ха. 172 тенкĕ тỹлесе 172 савăнăç куратăн, хаçат сана çывăх тăвану пекех пурăнма хавхалантарса тăрĕ". Унăн сăмахĕ çумне урăх мĕн хушса калăн-ха? Район çыннисене паянпа ыранах почтальонсемпе тĕл пулма, юратнă хаçатăра çырăнса илме çеç сĕнетĕп. Васкăр, кая ан юлăр, хаклă ентешĕмĕрсем!

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
28 июня 2008
00:00
Поделиться